Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă

 Çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федераци Президенчĕн обществăлла йышăну пӳлĕмĕнче граждансене харпăрхăй ыйтăвĕсемпе йышăннă. Республика Пуçлăхĕ патне пиллĕк çын хăйсене кăсăклантаракан ыйтусемпе пынă. Ирина Трифонова Шупашкарти Гражданский урамĕнчи 58-мĕш №-лĕ пурăнмалли çуртăн строительство ĕçне пая кĕнĕ пулнă. Вăл объектри ĕçне хăвăрлатма ыйтупа тухнă. Строительсем палăртнă ĕç графикне темиçе хут та çĕнĕрен пăхса тухса, ĕçе вăраха тăсса янине пĕлтернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ асăннă ыйтăва контроле илнине каласа хăварнă. Сăмаха май, республика Пуçлăхĕ пая кĕрсе юлнă çынсене, хăйсенчен мĕн кирлине пĕтĕмпех вăхăтра ĕçсене йĕркелесе пыма сĕннĕ, вĕсене улталас текенсене, вăхăтра тупса палăртса, явап тыттармаллине каланă. «Енчен те çынсем строительство ĕçне пая кĕме хатĕрленеççĕ пулсан, вĕсен кашнинех ĕç хучĕсене лайăх вуласа тухса, çирĕп ăнланмалла» , - тенĕ Пуçлăх. Ольга Алексеевăна та пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕ пăшăрхантарнă. Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнчен черетсĕр хваттер илме май пулнипе пулманнине ыйтса пĕлнĕ. Вĕсен çемьи шăпах черетсĕр илмелли граждансем шутне кĕрет. Питĕ лайăх тепĕр хут ĕç хучĕсене тĕрĕслесе тухмаллине асăнса хăварнă республика Пуçлăхĕ. Палăртнă ыйтăва Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марковпа Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхне  Алексей Ладыкова пăхса тухма хушса хăварнă. Анастасия  Смирнова, хăйĕн сусăрланнă пепкине, ятарлă ача садне вырнаçтарма май пулмĕ-ши, - тесе пăшăрханса ыйтнă. Елена Кувшинова, хăйĕн  инвалид ачине сипленме май пуррипе çуккипе кăсăкланнă. Шупашкарти Пысăк Катракасси урамĕнче çул-йĕрсене тирпейлесси пирки ыйтăва Светлана Яруткина хускатнă. Республика Пуçлăхĕ çул-йĕр ыйтăвĕ, паянхи куншăн актуаллă ыйтусенчен пĕри пулса тăнине каланă, час-часах халăхпа тĕл пулнă чухне тăратнине палăртнă. Паян ыйтăва кирлĕ пек татса парас тĕлĕшпе республика бюджетĕнчен çителĕклĕ таранах укçа-тенкĕ куçарнине каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



28 мая 2014
07:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter