Канашра Паттăрлăхпа Хастарлăх монуменчĕ уçăлнă

Çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Канаш хулинче пулнă, МИ-24В вертолет палăка торжествăлла майпа уçнă пулăма хутшăннă. Асăннă церемоние Раççей Федерацийĕн Геройĕ, тава тивĕçлĕ çар летчикĕ Николай Гаврилов, Раççей Федерацийĕн Геройĕ, Раççей Общество палатин членĕ, запасри полковник Вячеслав Бочаров, Раççей Геройĕ Евгений Борисов тата ытти официаллă хăнасем пухăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, Монумента уçни, республикăшăн пĕлтерĕшлĕ пулăм пулнине каланă. Çакăн пек меороприятисем, çитĕнекен ăрăва патриотла туйăма вăйлатма пулăшнине, Тăван çĕр-шыва юратма тата ăна хисеплеме, хӳтĕлеме вĕрентине каланă. Республика Пуçлăхĕ Канаш хулине аталантарма 2014 çултан федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрнине аса илсе хăварнă. «Хулара пурăнакансен кăмăл-туйăмĕ лайăхлантăр тесе, унăн сăн-сăпатне тĕпрен çĕнетсе ылмаштарма миллионĕ миллионĕпе пулăшу куçĕ», - тесе палăртса хăварнă. Раççей Геройĕ Николай Гаврилов паллă герой-ентешсем çинчен чарăнса тнă. Чăваш Енрен тухнă паттăрсем, яланах хамăрăн çĕр-шыв чиккисене кирлĕ пек сыхă тăрассине шанса каланă. Çĕр-шыв чиккисене сыхлакансен кунĕ ячĕпе, Канашра пурăнакан  паттăрсене, Афганистанри çапăçусем чарăннăранпа 25 çул çитнине халалласа, медальсем парса чысланă. Церемоние вĕçленĕ май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ тата сумлă хăнасем пĕр минутлăха шăплăха тытса, вилнисен палăкĕсем умне чĕрĕ чечек çыххисем хунă. Тĕплĕнрех



28 мая 2014
16:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter