Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев коррупцие хирĕç кĕрешекен Координаци канашлăвĕн ларăвне ирттернĕ

Çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи коррупципе кĕрешекен координаци канашĕн ларăвне ирттернĕ. Канашлăва пуçличчен, чи малтанах, Михаил Игнатьев республикăна ертсе пыракансем право сыхлавĕн органĕсемпе пĕрле коррупци евĕрлĕ тĕслĕхсене тупса палăртассипе, пĕр-пĕринпе эффективлă ĕçлесе пынине асăннă.  Республика Пуçлăхĕ Çĕнĕ Шупашкарпа Çĕмĕрле хулисенче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхри хăш-пĕр йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем çинчен  чарăнса тăнă. Аса илтеретпĕр, Çĕнĕ Шупашкарти Суд, çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче, «Новэк» директорĕ пулнă Андрей Ющенко, ресурссемпе тивĕçтерекен организацисене, пулăшусемпе усă курнă, анчах та ятарласа укçа-тенкĕне  туллин куçарса паманишĕн айăплав приговорĕ кăларнă.   Ресурссемпе усă курнăшăн халăх тӳленĕ укçапа, тĕллевĕр ытти çĕртре тăкакланнине палăртнă.  Пĕтĕмĕшле «Новэк» организацийĕн парăмĕ ресурссемпе тивĕçтерекенсен умĕнче 150 млн. тенкĕ пуçтарăнса кайнă пулнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ право сыхлавĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсене граждансен ыйтăвĕсене çийĕнчех татса пама хушса хăварнă. Канашлура Чăваш Республикин пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Кузьмин патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕпе çыхăннă ĕçсенче профилактика ĕçĕсене йĕркелесе ирттернин кăтартăвĕсем çинчен чарăнса тăнă. Чăваш Республикин Общество палатин Председателĕ Леонид Шимин хăйĕн сăмахĕнче ĕçсене çирĕп йĕркепе «пĕр чӳрече» мелĕпе ĕçлесе пыма сĕнет. Ытларах ĕç хучĕсене электронлă майпа  пурнăçласан аван пулĕччĕ, - тенĕ. Коррупци тĕслăхĕсем пирĕн тăрăхра ан пулччĕр тесен, Чăваш Ен Пуçлăхĕ предпринимательсем усă куракан патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе, ĕç хучĕсене нумай функциллĕ центрсенче йĕркелесе пымаллине хушса хăварнă. Чăваш Енре вĕренӳ тытăмĕнче конкурссемпе олимпиада ĕçсенче те çакнашкал тĕслĕхсем ан пулччĕр тесе, асăрхануллă пулмаллине палăртса каланă  канашлăва пухăннисем.  Чăваш Енри «Социс-М» социологсен обществăлла организаци халăхран ыйтса пĕлнĕ тăрăх, коррупци тăвассин тĕслĕхĕ сахалланине кăтартнă.   Координаци канашĕн ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытса ĕçлемеллине асăннă. «Лару-тăру аванлансах пырать, ку чи кирли, пирĕн малашне те хамăра шанса панă ĕçсене тивĕçлипех ĕçлесе пымалла», - тесе чĕнсе каланă пухăннисем умĕнче.

 Тĕплĕнрех



29 мая 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter