Район хаçатне çынсем эрнере икĕ хут вуласшăн

Хаçат сотрудникĕсем  район çыннисем хушшинче «район хаçатне эрнере пĕрре е иккĕ кăлармалла;» ыйтăм ирттернĕ.

Ыйтăмра хутшăннă вăтăр çынран пĕр çын кăна: «Маншăн пурпĕрех, иккĕ тухсан та пĕрре тухсан та», - тенĕ.  Ыттисем вара пурте «Çĕнтерÿ ялавне» эрнере икĕ хут вуласшăн.

«Енчен те район хаçачĕ эрнере пĕрре  кăна тухма пуçласан,  эпир чăваш чĕлхине манса каятпăр. Ялти çынсем район хаçатне  килĕштереççĕ, ăна вулаççĕ. Çавăнпа та «Çĕнтерÿ ялавне» эрнере иккĕ кăлармалла»,- тенĕ вулакансем.

Куратăр ĕнтĕ, ыйтăма хутшăннă çынсем  район хаçатне эрнере икĕ хут алла илсе вуласшăн.

Килĕшетпĕр вулаканпа. Çитес  2015, 2016  çулсенче те ял çыннисен юратнă хаçачĕ - «Çĕнтерÿ ялавĕ» çулталăкне 100 номер  (эрнере икĕ  хут) кун çути курĕ. (Муркаш районĕ)



29 мая 2014
10:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter