Элĕк районĕ: «Зарницăпа» «Орленок» çамрăка пиçĕхтерет

Çамрăксен тахçанах йăлана кĕнĕ «Зарница» тата «Орленок» çар вăййисем яшсемпе хĕрсене çирĕп те вăй-халлă пулма хăнăхтараççĕ.

Мăн Вылăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта «Зарница» тата «Орленок» çар юхăмĕн финалти вăййисем иртрĕç. «Зарницăра» чи малтисем - Юнтапа шкулĕнче вĕренекенсем, иккĕмĕш вырăнта - Элĕк шкулĕн команди, виççĕмĕшĕнче - Чăваш Сурăм шкулĕн çамрăк армеецĕсем.

«Орленок» ушкăнра Элĕк шкулĕнчи хĕрсемпе каччăсем пуринчен те вăйлăрах пулчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче - Юнтапа тата Тавăт шкулĕсен командисем.

Çĕнтерÿçĕ-командăсем республикăра иртекен ăмăртусене хутшăнаççĕ.

 



29 мая 2014
08:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter