Элĕк районĕ: професси суйласа илесси кăткăс ĕç шутланать

 

Професси суйласа илесси кăткăс ĕç шутланать. Элĕкри тĕп библиотекăра И.Я.Яковлев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта вĕренекенсем валли «Хальхи чи кирлĕ профессисем» ятпа экскурс иртрĕ. Вăрнар районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен Центрăн ертсе пыракан специалисчĕ Елена Казакова шкул ачисене ĕç рынокĕнчи кирлĕ профессисемпе паллаштарчĕ. Ачасем «Ориентаци» тест ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Мероприятие хутшăнакансене «Професси суйланă чухне мĕнле йăнăшсенчен пăрăнмалла» буклет пачĕç.

Зоя Удякова пай заведующийĕ «Кам пулмалла;» кĕнеке куравĕпе паллаштарчĕ.



29 мая 2014
08:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter