Пĕтĕм тĕнчери Ачасене хӳтĕлемелли кун çывхарса килес умĕн, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нумай ачаллă çемьесемпе тĕл пулнă

Пĕтĕм тĕнчери Ачасене хӳтĕлемелли кун çывхарса килес умĕн, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нумай ачаллă çемьесемпе, социаллă пулăшусемпе тивĕçтерес ыйтупа «çавра сĕтел» ирттернĕ. Тĕл пулăва Шупашкарти çула çитмен ачасен социаллă-реабилитаци центрĕнче йĕркеленĕ. Кулленхи пурнăçри актуаллă ыйтусене сӳтсе явма нумай ачаллă çемьесем, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова, вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ Ирина Устенко, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, ачасен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Вячеслав Рафинов, республикăри хĕр арăмсен канашĕн председателĕ Ольга Зайцева хутшăннă. Тĕплĕ калаçăва хутшăннисем республика Пуçлăхне тĕрлĕ ыйтусем тăратнă, хăйсене канăç паман йывăрлăхсем çинчен каласа панă, вĕсене татса парасси çинчен калаçу хускатнă. Çемьесене харпăрхăй хуçалăхне аталантарса пыма çĕр лаптăкĕсене мĕнлерех йĕркепе илесси ыйту кăсăклантарнă. Сăмаха май, пуçтарăннă пек чухне, вĕсем çемьери ача сачĕ, Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ ята мĕнлерех илесси пирки тата ытти ыйтусене те хускатнă.  Ирина Фунтикова, виç ача амăшĕ, Наци библиотеки умĕнче кану паркне тирпей-илем кӳртме сĕнет. Тăхăр ачаллă Марина Егорова, хăйĕн ачисене спорт объекчĕсене çӳретме пулăшу пулмĕ-ши, - тесе ыйтнă. «Манăн ачасем пур те спортпа туслă. Юрать-ха, шкулта тĕрлĕ спорт кружокĕсене çӳреме тӳлевсĕр. Енчен те çемьепех пăр керменне,  бассейна çӳрес пулсан, хакла кайса ларать», - тесе хăй шухăшне пĕлтернĕ амăшĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ 2014 çулта кăларнă Указĕпе килĕшӳллĕн, Чăваш Енре кашни уйăхрах Спорт кунĕ пулать. Ун чухне, спорта кăмăл тăвакансем, пур те тӳлевсĕрех спорт объекчĕсене çӳреме пултараççĕ. Христодулов Вячеславпа Лидия 12 ача çитĕнтереççĕ, вĕсенчен 4-шĕ усрава илнисем, 8 мăнук. Лидия Христодулова вунă çул каялла еплерех йывăр пулни çинчен аса илнĕ. Паян, паллах, патшалăх кирлĕ пек пулăшусемпе тивĕçтерет – ку чи пахи, - тенĕ. Пурпĕрех, уйрăм кăлтăксем пирки те асăнса хăварнă. Калăпăр, шкулта тӳлевсĕр апатлантарас ыйту хумхантарнă ăна. Тĕл пулăва пуçтарăннă ашшĕ-амăшĕсем, Чăваш Ен Пуçлăхне çакăн пек ăшшăн калаçма май тупса панишĕн тав тунă.   «Эпир, яланах патшалăх пулăшăвне туйса пурăнатпăр. Раççей валли тивĕçлĕ ачасем çитĕнтерме шантаратпăр», - тенĕ Наташăпа Роман Надеждинсем. Михаил Игнатьев социаллă-реабилитаци центр ĕçĕпе паллашнă, кунта вăй хуракансемпе калаçнă. Тĕплĕнрех



30 мая 2014
12:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter