Канашсем ĕçчен халăх, спортра тата пултаруллăх ĕçĕнче те хастар

Çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Канаш районĕнче, çуркуннехи уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕ ятпа йăлана кĕнĕ тăрăх ирттерекен,  ĕçпе юрă тата спорт «Акатуй» уявне хутшăннă. «Урожай» стадиона районти 24 ял тăрăхĕнчен уй-хир ĕçченĕсем, хăнасем, ял-йыш туллиех пуçтарăннă. Республика Пуçлăхĕ çĕр ĕçченĕсене уяв ячĕпе саламланă, çăмăлах мар ĕçре çитĕнӳсем тунишĕн тав сăмахĕ каланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев,  хăйĕн сăмахĕнче, патшалăх ял çыннисене аталанса пыма, вĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатма самай пулăшу кӳнине асăннă.  2014 çулта Чăваш Енри агропромышленноç комплексне пулăшу кӳме патшалăх 2 млрд. ытла укçа-тенкĕ пăхса хăварнă. Паянхи кун тĕлне, ял хуçалăх таварне тирпейлесе кăларакансем патне субсиди мелĕпе 900  млн. тенкĕ патнелле куçарса панă. Пулăшусемпе пысăк организацисем çеç мар, харпăр хăй хуçалăхне  аталантарса пыракансем те усă кураççĕ. «Паян, палăртма кăмăллă, ял ĕçченĕсен ĕçĕ курăмлăнах ансатланса пырать, ал ĕçĕ хыçа юлать, çĕнĕ технологиллĕ хатĕрсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Ялта пурăнакансен пурнăç условийĕн шайĕ куç кĕретех ырă енне улшăнса пыни савăнтарать», - тесе палăртса хăварнă республика Пуçлăхĕ. Района килнĕ пек чухне, Чăваш Ен Пуçлăхĕ вырăнти пуçлăхсем умне хăш-пĕр тĕллевсене лартса хăварнă, пушă выртакан çĕрсем пирки калаçу хускатнă. «Эсир ĕçчен халăх, спортра, пултаруллăх ĕçĕнче те хастар.  Патшалăх пулăшăвне тата ĕçчен ял çыннин вăй-халне кура,  Канаш районĕ тата та вăйлăрах аталанса каясса шанатăп», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Уявра пухăннисем умĕнче лайăх хыпар пĕлтернĕ. 2015 çулта Канаш районĕнче Республика кунне йĕркелесе ирттерме палăртнă. «Акатуй» уявĕнче малта пыракан хастар ял ĕçченĕсене, предприятисемпе организацисен ертӳçисене Хисеп хучĕсене парса хавхалантарнă. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕнче нумай çул тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесе, района аталантарма пысăк витĕм кӳнишĕн  Канаш район администрацийĕн пуçлăхне Владислав Софронова, Чăваш Республикин Хисеп грамотине парса чысланă. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ ята «Агат» хуçалăхра ĕçлекен тракторист Олег Афанасьев тивĕçнĕ. Чăваш Республикин Тав çырăвĕпе алла çыхмалли сехете, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, район администрацийĕнче ĕçлекен пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пай пуçлăхне Валерий Павлова тата ытти хăш-пĕр уйрăм палăртнă çынсене парса хавхалантарнă. Мария Даниловăна, районти Ветерансен канашĕн председательне Канаш районĕн Хисеплĕ гражданинĕ ята парса хисеп тунă. Уяв кашни çын  кăмăлне ырă самантсемпе тултарнă. Тĕплĕнрех



30 мая 2014
17:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter