Чăваш Енри ача-пăча кардиохирургийĕн малашнехи аталанăвĕн ыйтăвĕсене сӳтсе явнă

Çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, республикăра пуçласа чĕре чирĕсемпе çуралнă пепкесене,  пĕрремĕш хут операци йĕркеленĕ, республикăри кардиологи диспансерне çитсе килнĕ.  Чăваш Енри кардиохирургсемпе пĕрле пухăнса, Братиславский ача-пăча кардиологи центрĕн  профессорĕ Павел Гавора    мастер-класс йĕркелесе ирттернĕ. Профессор чĕре чирĕпе çуралнă ачасене пурĕ çичĕ операци тунă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кардиохирурги уйрăмне пăхса çаврăннă, профессор операци тунă хыççăн, ачасем хăйсене еплерех туйнине ыйтса пĕлнĕ, асăнмаллăх вĕсене парнесем парса хавхалантарнă.   Ачасен ашшĕ-амăшĕсем республикăна ертсе пыракансене, Чăваш Енрех çакăн пек питĕ хаклă тăракан опреацисене йĕркелесе ирттерме пулăшнишĕн чĕререн тухакан тав сăмахĕсем каланă. Кардиохирургпа больница ĕçченĕсене ачасен чĕрисене сыватнишĕн хĕпĕртесе, хăйсен савăнăçне пытараймасăр тав тунă. Ĕçлĕ тĕл пулу самантĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Павел Гавора Чăваш Енре ачасен кардиохирургине аталантарасси пирки сӳтсе явнă. «Республикăра çакнашкал операцисене аслă çултисене çеç тунă пулнă. Ачасен операци ĕçне  йĕркелесе ирттерме,  республика тулашĕнчи сиплев учрежденийĕсене кайма тивнĕ.   Малашне палăртнă тăрăх, Чăваш Енре республика диспансерĕ çумĕнчех, ачасене операци тăвас  ĕçе пурнăçлама пулĕ. Эпир чăнласах та нумай ĕç тăватпăр. Пирĕн республикăра операци ĕçĕсене йĕркелеме, сиплев учрежденийĕсене пысăк технологиллĕ хатĕрсемпе тивĕçтеретпĕр», - тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ. Словацкий профессорĕ операцисен хăйне евĕрлĕхĕ çинчен чарăнса тăнă, касмасăрах ĕçе пурнăçланă пирки асăннă. Павел Гавора пĕлтерĕ тăрăх, çакнашкал ĕçсем, çынсен малашнехи пурнăçĕнче, асăннă чир аптратманнине каланă, пациентсене чире вăраха ямасрах хăвăрт сиплеме май килнине палăртнă. Кардиохирург республика ăна, хăйне евĕрлĕхĕпе килĕшнине асăннă. «Кунта, Чăваш Енре ĕçлекен врачсем - пысăк профессионалсем. Чăнласах та, республикăра эпĕ лайăх профессионалсемпе тĕл пултăм. Анестезиологсемпе кардиохирургсен пĕлĕвĕ çӳллĕ шайра пулни паха», - тесе хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ сумлă хăна, малашне те пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлесси пирки шанса каланă. Тĕплĕнрех



30 мая 2014
11:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter