Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун ячӗпе саламлани

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

                 

Сире Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун ячӗпе саламлатӑп.

Ачалӑх – пурнӑҫри чи илемлӗ те ҫутӑ, савӑнӑҫпа тата телейпе тулли, ҫӗнӗлӗхсемпе пуян тапхӑр.

Патшалӑх, общество тата ҫемье тӗллевӗ – кашни ача хӑйне юратни­не, уншӑн тӑрӑшнине туллин туйса тӑтӑр, мӗн пур ачах сы­вӑ та те­лей­лӗ ӳссе ҫитӗнтӗр, лайӑх пӗлӳ илтӗр, ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хак­лӑ­хӗ­се­не ӑша хывса ӳстӗр тесе мӗн кирлине пурне те тӑ­васси.

Республикӑра шкулчченхи тата шкул вӗренӗвӗн тытӑмӗсене ҫӗне­тес ӗҫ хастарлӑн пурнӑҫланать. Юлашки виҫӗ ҫулта 23 ача сачӗ тунӑ тата юсаса ҫӗнетнӗ, ҫапла майпа пӗтӗмпе 13,9 пине яхӑн вырӑн йӗркеленӗ, ҫав шутра ҫӗнӗрен туса тата юсаса ҫӗнетсе – 4,2 пин ытла вырӑн. Асӑн­нӑ тӗллевсем валли 2 миллиард тенкӗ  ытла  янӑ.  

 2014 ҫулта ача сачӗсем тума 1 миллиард ытла укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ, ҫавна май 3,7 пин вырӑн йӗркеленет.

Иртнӗ тӑватӑ ҫулта  пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 8 ҫӗнӗ шкул хута кай­нӑ, республикӑри шкулсен 70 проценчӗ юсав ӗҫӗсем туса ирттернӗ. Вӗ­ренӳ заведенийӗсене хальхи йышши вӗ­ренӳ, вӗренӳпе лаборатори ха­тӗр-хӗтӗрӗпе пуянлатнӑ, апатлану вырӑ­нӗ­семпе столовӑйсене ҫӗ­нет­нӗ.

Чӑваш Енре обществӑра ҫемье, ача хаклӑхсене йӗркелеме, ашшӗ-амӑ­шӗн ява­п­­лӑхне ӳстерме, усрав ҫемье институтне ырласа йышӑнма пулӑ­ша­кан ме­рӑсем вӑя кӗреҫҫӗ.

Республикӑри ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр тӑрса юлнӑ ачасен тӳ­пи чакса пынин кӑтартӑвӗ, ҫӗр-шывӗпе илсен те, чи лайӑххисенчен пӗри.  Ача усрама илекенсене хавхалантарас тӗллевпе ача усрава илнӗ граждансене 300 пин тенкӗ, сусӑр ачана усрава илнисене пӗр ачашӑн 375 пин тенкӗ ви­ҫепе пӗр хутчен паракан пособи тӳлеҫҫӗ. 

Ҫамрӑк тата нумай ачаллӑ ҫемьесене пулӑшас, ачасен сыв­лӑх­не ҫи­­­рӗплетес тата канӑвне йӗркелес тӗллевлӗ программӑсем ӑнӑҫ­лӑ пур­нӑҫ­ланаҫҫӗ.

Хӑйсен ӗҫне кура тата чун-чӗри хушнипе ачасен ырлӑхӗшӗн пӗтӗм вӑй-халне парса тӑрӑшакан мӗн пур ҫынна тав сӑмахӗ калатӑп. Эпӗ тӑ­ван пепкисене кӑна мар, усрава илнӗ ачасене те тивӗҫлипе пӑхса ҫи­тӗн­­терекен ҫемьесене, нумай ачаллӑ ҫемьесене те чунтан тав тӑватӑп. 

Хисеплӗ аслисем! Ачасене чунтан юратӑр, вӗсемшӗн тимлӗн тӑ­рӑ­шӑр. Чӑваш Енӗн ҫамрӑк гражданӗсен ачалӑхӗ савӑнӑҫлӑ та телейлӗ пул­тӑр. Кашни килтех йӑл кулӑ ҫиҫтӗр тата ача-пӑча кулли янӑратӑр. Пурне те тӑнӑҫлӑх, ырлӑх тата телей!

 

Чӑваш Республикин

Пуҫлӑхӗ                                                                                   М.Игнатьев

 



31 мая 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter