Канаш хулине аталантарма 820 млн. тенкĕ куçарма палăртаççĕ

Çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе эрнесерен пулакан ĕçлĕ канашлăва ирттернĕ. Канашлăва тытăниччен, Михаил Игнатьев чи малтанах, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экологĕ ята парасси çинчен Чăваш Республикин патшалăх наградисен шутне кĕртнин пирки, Указа алă пусса çирĕплетни ырă хыпара пĕлтерĕ. Кун пек йышăнăва, çут çанталăка упрассин ĕç-хĕлĕн пĕлтерĕшне ӳстерессипе çыхăннине каланă. Республика Пуçлăхĕ Министрсен Кабинечĕн членĕсене Чăваш Республикин пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ пулма Анатолий Кузьмина, ака уйăхĕн 30-мĕшĕнчен çирĕплетсе лартни çинчен асăннă.  Çĕнĕ министра ĕçре çитĕнӳсем туса пыма сĕннĕ. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ çуркуннехи уй-хир ĕçĕсем çинчен чарăнса тăнă. 2014 çулта акмалли лаптăксем 570 пин. га шутланаççĕ, пĕлтĕрхипе илсен 20,7 пин га пысăкрах. Çу уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне илес пулсан, 139,7 пин га çинче çурхи тата пăрçа йышши культурăсене акса хăварнă. Планпа пăхса хăварнинчен 67 процент. Паянхи кун тĕлне 80 процентран ытла республикăри 6 районта тыр-пул ĕçĕсене пурнăçланă. Чи малтисен шутĕнче Ельчĕксем, Патăрьелсем, Вăрнарсем. Чăваш Ен Пуçлăхĕ кĕске вăхăт хушшинче мĕн-пур акмалли лаптăксене пĕтĕмпех акса пĕтермелли пирки чĕнсе каланă. Асăннă ĕçре вăя хĕрхенмесĕр ĕçлемелле. «Кам малтан акать, вĕсен çимĕçĕсем те малта пулса çитеççĕ, вĕсен тăкакĕ те яланах пĕчĕк пулать. Вĕсем вырмана та малтан тухĕç. Ку вара чи кирли», - тенĕ Пуçлăх. Канашлăва пухăннисем Канаш хулине модернизацилес  комплекслă инвестици планне сӳтсе явнă. Пысăк хулана аталантарас программăпа Чăваш Енре икĕ хула Çĕнĕ Шупашкарпа Улатăр федераллă бюджетран укçа-тенкĕ илнине асăннă. 2014 çулта ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче РФ Президенчĕ  В.В. Путин пысăк хуласене аталантарас ыйтупа канашлу ирттернĕ пулнă, 280 хуларан кăçалхи çул 8-шне çеç, вăл шутран Канаш хулине, пулăшма пулнă. Хула, кăçал çĕртме уйăхĕнче 820 млн. тенкĕллĕх пулăшу илĕ. Республика Пуçлăхĕ хăш-пĕр уйрăм министерствăсене Канаш хулинче сроительство ĕçĕсене пурнăçлама конкурссен ĕçĕсене вăраха тăснă пирки асăрхаттарса хăварнă. Раççей Федераци шайĕнче кирлĕ ыйтусене татса панă, пулăшу куçасси пирки нимĕн те иккеленме кирлĕ маррине, çийĕнчех конкурссене йĕркелеме сĕнсе хăварнă. «Пирĕн тĕллев – Канаш экономикине аталантарма витĕм кӳресси, производствăсене вăйлатма пулăшасси, хушма ĕç вырăнĕсем тупасси, хулан инфратытăмне вăхăтра çĕнетесси», - тесе уйрăммăн палăрнтнă Михаил Игнатьев. Канаш хулине модернизацилес ĕç 2020 çулччен пырĕ. Хулан экономикине пĕлтерĕшлĕ организацисем «Канашский автоагрегатный завод» ОАО тата «Промтрактор-Вагон» ЗАО. Хулан инфратытăмĕ шучĕпе  ТБО тăвасси, çул-йĕрсене çĕнетсе юсасси, канализаци сечĕсене, хутса ăшăтмалли котельнăйсене майласси тата та ытти пысăк ĕçсене пурнăçа кĕртме палăртса хунă.  Канаш хулинчи пур палăртнă объектсен проектпа-смета ĕç хучĕсене пурнăçланă, патшалăх экспертизинчен ĕçлеттерме ирĕк илнĕ. Тĕрлĕ çӳп-çапа пуçтармалли ятарлă вырăн (ТБО) валли проектпа смета ĕç хучĕсене кирлĕ пек йĕркене кĕртсе пĕтерменнине палăртнă. Хальхи самантра Чăваш Республикинчи Пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министерстви Канаш хулипе, Каçал ен, Канаш районĕсемпе пĕрле çĕр ыйтăвĕсене татса парассипе ĕçлеççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Александр Иванов Çуркуннепе Ĕç уявĕ еплерех иртсе кайнин кăтартăвĕсем çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 69 çул çитнине халалласа хатĕрленӳ ĕçĕсем пирки каласа кăтартнă.  Çуркуннепе Ĕç уявĕнче  республикăри районсемпе хуласенче пурĕ 200 яхăн пысăк мероприятисем пулса иртнĕ, вĕсенче 25 пине яхăн çын хутшăннă. Майăн 9-мĕшĕнче уявсенче хутшăнтарма 50 пин çынна палăртнă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ уявсене кăлтăксемсĕр ирттерсе янишĕн пур службăра тимлекенсене эффективлă пĕрне-пĕри ăнланса ĕçлесе пынишĕн тав тунă, Çĕнтерӳ кунĕ те лайăхах иртесси пирки шанса каланă.



05 мая 2014
14:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter