Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Çĕнтерӳ кунĕ ячĕпе саламланă

Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Çĕнтерӳ кунĕ ячĕпе саламланă. «Хĕрĕх пиллĕкмĕш çулти çĕнтерӳллĕ çуркунне пиртен аяккарах та аякрах кайса историе кĕрсе юлать. Çапах та пирĕн ха­лăхăн пысăкран та пысăк паттăрлăхĕ çулсем иртнĕ çемĕн те асран тухмĕ. Вăл ăруран ăрăва куçса пырса пире кирек мĕнле йывăрлăха та чăтса ирттерме пулăшать, çĕнĕ çитĕнӳсем тума хавхалантарать. Сире ĕçре ăнăçусем тата чи-чи ыррине сунатăп», - тесе çырнă салам йĕркисенче. Михаил Игнатьев ячĕпе федераци субъек­чĕсен, федераципе республика министерствисен тата ведомство ертӳçисен­чен, республикăри хуласемпе районсен администра­ци­йĕсен пуçлăхĕ­сен­чен, Чăваш Енре пурăна­кансенчен те саламсем килнĕ.



06 мая 2014
15:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter