Хамăрăн çĕр-шывăн историне çитĕнекен çамрăксен пĕлмелле

Çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсемпе тата кашни çул республика шайĕнче  ирттерекен конкурса хутшăннă шкул ачисемпе тĕл пулнă. Ăмăртăва кашни ача харпăрхăй çырнă ал çырăвне тăратнă. Тĕл пулăва Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов, культура министрĕ Вадим Ефимов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннă ветерансене çывхарса килекен пысăк уявпа - Çĕнтерӳ кунĕ ячĕпе ăшшăн саламланă, паттăрла ĕçсем тунишĕн тав сăмахĕ каланă. «Чăваш Енрен çамрăксене патриотла воспитани парасси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Ку, паллах питĕ кирлĕ. Çитĕнекен ăрăвăн вăрçăн тумхахлă çулĕсем пирки пĕлмелле. Сире. çамрăксемпе тăтăшах тĕл пулса калаçусем ирттернишĕн пысăк тав. Чӑваш Ен ҫыннисем Тӑван ҫӗр-шыва мӗн пур фронтра паттӑррӑн хӳтӗленӗ, тылра вӑйран кайса ӗҫленӗ – ачисемпе мӑнукӗсен пуласлӑхӗшӗн паттӑрлӑх кӑтартнӑ.  Çитĕнекен çамрăксене, эсир тĕрĕс те кирлĕ хыпара пĕлтеретĕр. Вăрçă çулĕсенче еплерех йывăрлăхсемпе куçа-куçăн тĕл пулни çинчен каласа кăтартатăр», - тенĕ Пуçлăх.  Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çамрăксене Çĕнтерӳ кунĕ пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, ăна яланах асра тытма чĕнсе каланă. Патриотизм туйăмĕпе çырнă сăвăсен тата ал çырăвĕсен çĕнтерӳçисене Михаил Игнатьев тав сăмахĕ каланă. «Çĕр çинче пурăнассишĕн» ал çырăвĕсен çĕнтерӳçисен ятне илме малашне те ăнăçусем суннă, ытларах та ытларах çитес çулсенче ачасем çак ăмăртусене хутшăнасси пирки шанса каланă. «Сирĕн патриотизмла пултарулăх обществăшăн та паха. Пирĕн халăхăн тĕп пуянлăхĕ пулса тăрать», - тесе асăннă Пуçлăх. Конкурс çĕнтерӳçисем: Дмитрий Абашин, Мария Печенкина (Шупашкар хули), Дмитрий Чернов (Çĕмĕрле хули) тата  Ангелина Сергеева (Ельчĕк районĕ). Вĕсем хăйсем çырнă сăввисемпе палăрнă. Вăрçăра пулнă ветерансем, хăйсен пурнăçĕнчи йывăр саманчĕсем пирки чарăнса тăнă. Вăрçă вĕсене хытă пăшăрхантарнă. Калăпăр, Владимир Дмитриевич Никитинскийне 1942 çулта авăн уйăхĕнче вăрçă хирне чĕнсе илнĕ. Вăрçăн пур тумхалă самантĕнче те ăна пулма тӳр килнĕ. Валентина Корнильевна Щетникова, 16 çулхи хĕр пике, фронта лекет. Вăрçă вăхăтĕнче Белоруç фронтĕнче медсестра ĕçĕнче тимлет. Вăрçă çулĕсем хыççăн, хĕр ача Красноярск крайĕнче института вĕренме кĕрет. Алла аслă пĕлӳ илни çинчен хута илсен, Узбекистанра пысăк промышленноç предприятийĕнче тĕп инженер пулса вăй хурать.  Тава тивĕçлĕ канăва тухсан, вĕсем Шупашкар хулине пурăнма куçаççĕ. Александр Федотович тыл ĕçченĕ ĕç ветеранĕ ята тивĕçнĕ. Çар ретне 1951 çулта лекнĕ. Челябинскри çар авиаци училищине вĕренсе тухнă. Вăл Инçет Хĕвел тухăç пайĕнче салтакра пулнă, çар службин ветеранĕ самолетсемпе самай вĕçнĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене асăнмаллăх парнесем, чечексем парса чыс тунă. Конкурс çĕнтерӳçисем те уявра хисепе, парнесене тивĕçнĕ. Тĕплĕнрех



06 мая 2014
08:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter