Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăван Ен Наци радиовĕн ĕçченĕсене професси уявĕ ячĕпе – Радио кунĕпе саламланă

Çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăван Ен Наци радиовне професси уявĕ ячĕпе – Радио кунĕпе саламланă. Республика Пуçлăхĕ телерадиокомпани ĕçченĕсене шанса панă ĕçсене тӳрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынишĕн тав сăмахĕ каланă. «Сирĕн пултаруллăха кура, республикăра тата унăн тулашĕнче пурăнакансем кунĕ-çĕрĕпе эсир хатĕрленĕ радиопередачăсене, çĕнĕ хыпарсене вăхăтра кирлĕ пек чăвашла та вырăсла та итлеме пултараççĕ.  Эсир хăвăрăн ĕçе чуна парăнса ĕçлетĕр. Сире радио итлекенсем  чăнласах та кăмăлаççĕ», - тесе палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Радиопа телевидени тата ҫыхӑну хатӗрӗсен ӗҫченӗсем республикӑра пу­­­рӑ­­на­­кансене малашне те информаципе васкавлӑн тата тӗрӗс те туллин ти­вӗҫ­­терсе тӑрассишӗн пӗтӗм вӑйне хурса ӗҫлесси пирки шанса каланă. Чӑваш Республикинче «Чӑваш Ен информаци обществи» патшалӑх программи ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланнине, унӑн шайӗнче хальхи вӑхӑтри информаци тата телекоммуникаци инфратытӑмӗ вӑй илсе пынине палăртнă.  Уяв ячĕпе, Наци радовне, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳнерçи Валентина Милославская акварельпе ӳкернĕ  ӳкерчĕке, республика Пуçлăхĕ парнеленĕ, пухăннисене  ҫирӗп сывлӑх, ҫурхи лайӑх кӑмӑл, профессире ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума суннă. Тĕплĕнрех 



07 мая 2014
11:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter