Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Çурçĕр полюсне çити - йĕлтĕрпе!» çамрăксен экспедицине хутшăннă ачасемпе тĕл пулнă

Çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Кредо» туристсен клубĕнче хăйсен ăсталăхне туптакан ачасемпе тĕл пулнă. Çĕнĕ Шупашкарти А.И.Андрианов ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен пултарулăх центрĕ тĕрлĕ çулсенче «Йĕлтĕрпе – Çурçĕр полюсне çити!» çамрăксен экспедицине хутшăнакансен, вĕсен тренерĕсем шутĕнче те пулнă. Тĕл пулăва Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Чăваш Ен спорт министрĕ Сергей Мельников хутшăннă. Çĕнĕ Шупашкарти яш-кĕрĕмĕн паха тĕслĕхĕ Çурçĕр  полюсне çитни, çамрăксемшĕн чăннипех те тĕслĕх вырăнĕнче, кун çинчен тăтăшах пĕлтерсе тăмалла. «Эпĕ, чăнласах та сирĕншĕн тата сирĕн тренерсемшĕн мăнаçланатăп.  Эсир хăвăрăн хăюллăха кăтартма пултартăр.  Енчен те йывăрлăхсенчен хăраса тăнă пулсан, çанталăк условийĕсем ăнсăртран улшăнсах пынă тапхăрта, темиçе çĕршер çухрăм тăршшĕ çула, утса тухаймăрччĕ.», - тенĕ Михаил Игнатьев. «Кредо» туристсен клубĕн ĕçĕнче пысăк çитĕнӳсем тăвасси çеç мар,   вăйлă та хастар чун-чĕреллĕ ачасем пулма вĕрентесси те паха пулнине асăнса хăварнă. Клуб ертӳçи Андрей Ширшов «Кредо» 1986 çултанпах ĕçе кӳлĕннине палăртнă. Çак тапхăрта пурĕ 600 ытла ача хăйсен ăсталăхне туптама ĕлкĕрнĕ. Вĕсен тĕп тĕллевĕ экспедици ĕçне тĕпчесси пулнине палăртнă. Степан Шеверталов, Анна Карпова, Сергей Кузнецов тата Евгений Мартьянов, хăйсем, экспедицинче пулни пирки пысăк кăмăлпа каласа кăтартнă. Пурнăçри йывăрлăхсене еплерех çĕнтерни çинчен те чарăнса тăнă, савăк кăмăл пирки ырă хыпара пĕлтерĕ. Мария Бовина тренер клубра вăй хуракан ачасем, хăйне евĕр пурнăç шкулне вĕреннине каланă. Унсăр пуçне, паллах спорт енчен те пултаруллă ачасем çитĕннине палăртнă. Хăйĕн сăмахĕнче, тренер Чăваш Енре спорт туризмне аталантарас ыйту пирки чарăнса илнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ асăннă сĕнĕве ăша хывнă, республикăри районсемпе хуласенче палăртнă ыйту çине тимлĕх уйăрма кирлине каланă. «Ку енĕпе укçа-тенкĕ те пит нумаях кирлĕ мар. Çырма-çатрасем, вăрмансемпе пĕвесем, шыв-шурсем çителĕклĕ таран», - тесе тăснă хăйĕн сăмахне малалла Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Вăл шкул ачисемпе студентсене ытларах ырă хыпара пĕлтерме кирлине палăртнă. «Кашни ача унта çити çитеймест. Пур ача та кун пек ĕçе пурнăçлама хатĕр мар. Сирĕн чăнласах та çамрăксене хăвăрăн паттăрла ĕçсем çинчен каласа пама май пур», - тесе чĕнсе каланă пухăннă яш-кĕрĕме Михаил Игнатьев. Çамрăксене тата вĕсен тренерĕсене хавхалантарма Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тав çырăвĕсене, асăнмаллăх алла çыхмалли сехет парса хисеп тунă. «Кредо» клуба çӳрекенсем çулсеренех иртекен çамрăксен экспедицийĕсене хутшăннă. Калăпăр, 2008 çулта - Степан Шеверталов, в 2009 ç – Сергей Ломов, в 2010 ç. – Анна Карпова, в 2011 ç. – Сергей Кузнецов, в 2012 ç. – Евгений Мартьянов и в 2014 ç. – Владимир Родионов инструктор пулса кайнă. В 2013 çулта экспедицие «Динамо» 90 çул çитнине халалласа ирттернĕ пулнă. Тĕплĕнрех



07 мая 2014
14:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter