Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта çĕкленекен строительство объекчĕсене çитсе килнĕ

Çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта çĕкленекен строительство объекчĕсене çитсе килнĕ. Республика Пуçлăхĕ чи малтанах Шупашкарти IV-мĕш пĕчĕк районти тĕп пайĕнче, 283 ачана вырнаçтармаллăх ача сачĕ хута яма тытăннă строительство ĕçĕпе кăсăкланнă. 2013 çулта вĕрентӳ учрежденийĕсен строительство ĕçне федераллă бюджетран 22,2 млн. тенкĕ куçарнă. Кăçалхи çул пĕтĕм бюджетсенчен пурĕ 78,9 млн. тенкĕ куçарасси пирки асăннă. Хальхи вăхăтра виçĕ хутлă çуртăн ĕçне пĕтĕмпех пурнăçланă, шалти ăптăр-каптăрсене йĕркене кĕртсе хăварасси çеç юлнă. Республика Пуçлăхĕ кунта тимлекенсен «Градострой» организацийĕн ĕç пахалăхĕпе кăмăллă юлнă. Хыççăн Михаил Игнатьев «Университетский – 2» пĕчĕк районта пурăнмалли çурт-йĕр хăпартăнакан  строительство ĕçĕпе паллашнă.  8 подъездран тăракан 457 хваттерлĕ çурта 2014 çулта 4-мĕш кварталта хута яма палăртса хунă. Хваттерсен лаптăкĕ пурĕ 27 пин кв.м. Строительство пынă май, таврари инфратытăма та çĕнетме пăхса хăварнă.  Кунта та ĕç хĕрӳ пырать. Çуртăн строительство ĕçĕнче «КЕТРА» заводра калăпланса тухакан керамика кирпĕчĕсемпе усă кураççĕ. 



07 мая 2014
10:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter