Преподобнăй Серги Радонежский ячĕпе Шупашкарта Храм лартмалли вырăна çутатнă

Çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта Çветтуй Серги Радонежскийне сума сунса, Пысăк храм лартма палăртнă вырăнта, хĕрес паллине çутатса вырнаçтарнă ятпа ирттернĕ церемоние хутшăннă. Строительство пуçламăшне, кăçалхи çул ăна çуралнăранпа Раççейре 700 çул çитнине халалласа тытăнма палăртса хунă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, паянхи кун та Серги Радонежский пехилĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. «Пирĕн, пурсăмăрăн та пĕр тĕллев – çитĕнекен ăрăва кăмăл-сипет туйăмне, ăс-тăн хакăлне, тăван çĕре, хамăр таврари çынсене упрама, ыррине çеç пурнăçлама вĕрентесси», - тенĕ Михаил Игнатьев. Чиркӳ сăвайне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ тата Чăваш Ен тата Шупашкар    митрополийĕн митрополитчĕ Варнава пуçланă. Çак кун строительство пуçламалли вырăна лартнă хĕреспе тата Серги Радонежскийне сума сунса кĕлĕ вуланă. Владыка Варнава хăйĕн сăмахĕнче тĕне ĕненекенсемшĕн, чиркӳ хулан илемĕ пулнине, чи хитре вырăн,, ырăна вĕрентекен центр пуласси пирки палăртса хăварнă. 40 метр та ытла çӳллĕшне çĕкленекен кирпĕчрен пулакан Храм пĕр харăсах 1000 çынна йышăнма пултарĕ. Ăна çĕклесе лартма кашни хăйĕн тӳпине хывма пултарать. Калăпăр, Чăваш Ен Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «ТУС» компанийĕн ертӳçи, Чăвашсен Наци конгресĕн Президенчĕ Николай Угаслов Храмăн строительство ĕçĕнче пулăшу кӳме шантарнă. Красноармейский районĕнче KETRA заводĕнче калăпланса тухакан керамика кирпĕчĕсемпе Храм валли тăкакланма палăртнă. Тĕплĕнрех



07 мая 2014
09:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter