Чăваш Енри строительство тытăмĕн 2014 çулхи I-мĕш кварталти ĕç кăтартăвĕсене тишкерсе тухнă

Çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри хуласемпе районсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе тата тĕрлĕ строительство организацисен ертӳçисемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн, Чăваш Енри строительство тытăмĕн 2014 çулхи I-мĕш кварталти ĕç кăтартăвĕсене тишкерсе тухнă, малашнехи плансене палăртнă. Михаил Игнатьев Чăваш Енри строительство ĕçĕн кăтартăвĕсене ырланă. Асăннă «Строительство» тытăмра республикăра 6760 млн. тенкĕллĕх  ĕçе пурнăçланă, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе илес пулсан - 109,1 процентпа танлашать. Пурăнмалли çурт-йĕре 56,8 пин кв.м. çинче хута янă, 103,6 процент пĕлтĕрхи çак вăхăтпа илес пулсан. «Кăçалхи çул строительство ĕçне республикăра  9 млрд. тенкĕллĕх инвестици хывма палăртнă. Строительство ĕçне пурнăçлама ĕç хучĕсен пайне ансăрлатма пăхса тухнă. Ĕçне аталантарма влаç органĕсенче мĕн кирлине пĕтĕмпех çителĕклĕ таран йĕркелеççĕ, çавна кура та, строительсен пĕр вырăнта тăмалла мар. Йывăрлăхсем ăнсăртран сиксе тухаççĕ пулин те, чарăнса лармалла мар»,- тесе чĕнсе хăварнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Подрядчиксем хăйсем çине илнĕ яваплăхсене тӳрĕ кăмăлпа пурнăçласси пирки иккеленмесĕр шанса каланă республика Пуçлăхĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – строительство министрĕ Олег Марков кăçалхи çул пĕрремĕш кварталта ытларах Шупашкар хулинче объектсем çĕкленни пирки асăннă. Унсăр пуçне Вăрмар, Шупашкар, Канаш районĕсенче те ĕçсем аван пулнине уйрăммăн палăртса хăварнă. «СУОР» ООО, «Стройтрест №3» ОАО, «СМУ-58» ООО, «СУ-Инкост» ООО,  «Мастерстрой» ООО, «ГЭСстрой» ОАО, «СУ-20» ООО  тата ыттисем те строитель-монтаж ĕçĕсен калăпăшне аван ӳстернине палăртнă. Канашлура районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсене итленĕ. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явнă. Чăваш Енри Федераци налуг службин Управленийĕн ертӳçин ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Светлана Аристова Чăваш Республикинчи строительство организацийĕсенчен кĕрекен налуг пайĕсем пирки чарăнса тнă. Вăл палăртнă тăрăх, Чăваш Енре социаллă-экономика кăтартăвĕ аван пулни налугсен пайне ӳстерме пулăшу кӳнине каланă.  РФ пĕрлештернĕ бюджетне строительство организацийĕсенчен 910 млн. тенкĕне яхăн укçа куçнине палăртнă, пĕтĕмĕшле асăннă кăтарту 135 млн. тенкĕллĕх пысăкланнине, 17 процент чухлĕ ӳснине палăртнă. Тĕплĕнрех

 



07 мая 2014
11:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter