Çурçĕр Кавказра вырăнти харкашусенче пуçне хунă салтаксене чысласа Шупашкар хулинче Монумент уçнă

 Çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çурçĕр Кавказра иртнĕ вăрçăра вилнĕ, салтаксене сума сунса лартнă Монумента уçнă пулăма хутшăннă. Торжествăлла пулăмра Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ   Юрий Попов, Чăваш Енри Федерацин тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, Шупашкар хула Пуçлăхĕ Леонид Черкесов, вăй структурисен ертӳçисем хутшăннă. Сумлă хăнасем хушшинче Çурçĕр Кавказра пуçне хунă салтаксен ашшĕ-амăшĕсем, çапăçу хирĕнче пулнисем.   Республика Пуçлăхĕ Çурçĕр Кавказра Чăваш Енрен 6898 салтак пулнине асăннă, вĕсенчен 156-шĕ ĕмĕрлĕхех хăйсен куçĕсене хупнине палăртнă. «Эпир паттăрсене яланах асра тытма тивĕç. Вĕсен ячĕсем  Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче, Афганистанра пуçне хунă салтаксемпе пĕр тан Асăну кĕнекинче ылтăн тĕспе ĕмĕрлĕхех çырăнса юлнă», - тесе уйрăммăн чĕнсе каланă республика Пуçлăхĕ. Вилнĕ ывăлĕсен ашшĕ-амăшĕсене, вĕсен тăванĕсемпе тус-юлташĕсене тарăннăн хурланни çинчен пĕлтернĕ. Вăрçăра пуçне хунă çынсем пирĕн асран нихăçан та тухмĕç. «Сирĕн ывăлăрсем, мăшăрусем паттăрла ĕçсем туни çинчен çитĕнекен ăрăвăн пĕлсе, хăйсене туптама, çĕр-шыва, хамăрăн çĕре, тăван тавралăха упрама пĕлмелле», - тенĕ Пуçлăх. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Раççейпе Крыма тата  Севастополе пĕрлештерме палăртнă шухăша Чăваш Ен халăхĕ пĕр чĕлхеллĕ пулса, хапăл тунишĕн чĕререн тав сăмахĕ каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Паян Украинăра пулса иртекен инкексенче айăпсăр, мирлĕ халăх тăкăнни пăшăрхантарни çинчен асăннă.  Раççей Геройĕн амăшĕ Анна Егоровна Петрикова республика ертӳлĕхне вилнĕ паттăрсене асăнса палăк лартнишĕн  тав тунă. «Нихăçан та Украинăри пек вăрçă пирĕн пата ан килтĕр. Эпир мирлĕ халăх, яланах тăнăçлăх çеç кĕтетпĕр», - тесе чĕнсе каланă хăйĕн сăмахĕнче  Анна Егоровна, митинга пухăннисем умĕнче. Çурçĕр Кавказра пулнă салтаксен Чăваш Енри ветерансен пĕрлешĕвĕн общество организацийĕн председателĕ  Игорь Шумиков хăйĕн сăмахĕнче, пирĕн паттăрла вилнĕ салтаксем, ентешсем – парăмпа чыса парăннă çынсем пулнине асăннă. Эпир вĕсемпе чăнласах та мухтанатпăр, пирĕн асăмра ĕмĕрлĕхех пулĕç, - тенĕ. Торжествăлла церемони вĕçленнĕ хыççăн, республика Пуçлăхĕ ветерансемпе, вăрçăра пуçне хунă салтаксен ашшĕ-амăшĕсемпе, тăванĕсемпе тĕл пулса калаçнă. «Хамăрăн ентешсене сума сунса, эпир тĕрĕс йышăну турăмăр, ĕмĕрлĕхех вĕсене асра тытма Монумент лартрăмăр», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



07 мая 2014
09:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter