Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе Тав çырăвĕсем килсе çитнĕ

 

Чăваш Ен Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн ячĕпе Ветерансен пĕрлешĕвĕсен ĕçне йĕркелекен комитет председателĕнчен, Пĕтĕм Раççейри «Çар тăванлăхĕ» организаци председателĕнчен, Патшалăх Думин депутатĕнчен, Совет Союзĕн Геройĕнчен Б.Громовран тав çырăвĕ килнĕ.

«Совет Çарĕн чаçĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 25 çул çитнине паллă тăвассине хатĕрленме пысăк пулăшу кÿнĕшĕн, ветерансен организацийĕсене пулăшса пынăшăн, вăрçă тата çар службин ветеранĕсемпе инваличĕсен, вĕсен тата вилнĕ салтаксен çемйисен пурнăçне лайăхлатмалли, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисене асра тытмалли тата çамрăксене патриотла воспитани памалли сĕнÿсене пурнăçланăшăн тав тăватăп», - тенĕ çырура.

Унсăр пуçне Пĕтĕм Раççейри çамрăксен «Раççейĕн Олимп пуласлăхĕ» спортпа вĕренÿ форумĕн йĕркелÿ комитечĕ Чăваш Ен Пуçлăхне çамрăксен Олимп вĕренĕвне аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн, асăннă форума хатĕрленсе ирттерме хастар хутшăннăшăн Тав çырăвĕпе наградăланă.

М.Игнатьева çавăн пекех Раççейĕн регионсен аталанăвĕн министрĕ И.Слюняев та тав тунă. Вăл республика мартăн 11-14-мĕшĕсенче Канны хулинче иртнĕ 25-мĕш «МИПИМ» инвестици куравне хастар хутшăннине палăртнă.

«Сирĕн регион тăратнă проектсем, çав шутра «Этнос Чăваш Енĕ» туризмпа рекреаци кластерне туни, Шупашкар заливĕнчи фонтансен ушкăнĕн строительстви, «Садовый» микрорайон проекчĕ, Шупашкар 500 çул тултарнине халалланă парк концепцийĕ курава хутшăннисене, тĕнче шайĕнчи нумай эксперта чăннипех кăсăклантарчĕç, çакă Шупашкар хулине никĕсленĕренпе - 550, Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине уявлас умĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тенĕ çырура министр.



07 мая 2014
16:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter