Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫыхӑнупа электронлӑ массӑллӑ информаци отраслӗсен ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Ҫыхӑнупа электронлӑ массӑллӑ информаци отраслӗсен хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!               

Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Ку чухнехи ҫыхӑну хатӗрӗсем хальхи тӗнчере питех те пысӑк вырӑн йы­шӑнса тӑраҫҫӗ. Радио, телевидени, интернет, мобильлӗ ҫыхӑну ҫултан-ҫул ла­йӑх­ланса пы­раҫ­ҫӗ, вӗсем пирӗн пурнӑҫа хӑтлӑрах, ҫаврӑнӑҫуллӑрах тӑ­ваҫ­ҫӗ, информаци тӗлӗшӗнчен пуянлатаҫҫӗ.    

Чӑваш Республикинче «Чӑваш Ен информаци обществи» патшалӑх программи ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланать, унӑн шайӗнче хальхи вӑхӑтри информаци тата телекоммуникаци инфратытӑмӗ вӑй илсе йӗркеленет.  

Чӑваш Ен Наци телерадио­ком­па­ни­йӗн «Тăван радио» радиостанцийӗ ӗҫ­леме пуҫлани пӗлтӗрхи паллӑ ҫитӗнӳсенчен пӗри пулса тӑчӗ, паян вӑл рес­­пуб­ликӑн пӗтӗм территоринех радиохыпарлавпа тивӗҫтерсе тӑрать.               

Иртнӗ 10 ҫул хушшинче пуҫласа Чӑваш Республикин Власть органӗсен  порталӗн технологи платформи ҫӗнелсе улшӑнчӗ, халӗ ӑна вы­рӑсла кӑна мар, республикӑра пурӑнакансен кӑмӑлне шута илсе чӑвашла та тытса пыраҫҫӗ. Ҫӗнӗ информаци порталӗсем – Геопортал тата Чӑваш Респуб­ликин Уҫӑ даннӑйсен порталӗ хӑйсене лайӑх енчен кӑтартса пачӗҫ. Пат­шалӑх пулӑшӑвӗн пӗрлехи порталӗпе усӑ куракансен шучӗ те палӑрмал­лах ӳсрӗ.

Радиопа телевидени тата ҫыхӑну хатӗрӗсен ӗҫченӗсем республикӑра пу­­­рӑ­­на­­кансене малашне те информаципе васкавлӑн тата тӗрӗс те туллин ти­вӗҫ­­терсе тӑрассишӗн пӗтӗм вӑйне хурса ӗҫлесси пирки иккӗленместӗп.   

Сире ҫирӗп сывлӑх, ҫурхи лайӑх кӑмӑл, профессире ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, те­лей тата ырлӑх сунатӑп!     

    

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                       М.Игнатьев                                                      



07 мая 2014
16:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter