Пĕтĕм тĕнчери фестивале хутшăннисемпе тĕл пулнă

Çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Росинка» физкультурăпа сывлăх комплексĕнче пулнă. Унта вăл Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен МИХĕсен, киностудийĕсемпе фотоклубĕсен «Атăл тăрăхĕнчи тĕл пулусем - 25» фестивальне хутшăннисемпе тĕл пулнă.

Республика Пуçлăхĕ ăсталăх класĕсене çитсе курнă, фестивале хутшăннисемпе калаçнă, вĕсен ыйтăвĕсене хуравланă. Çамрăк журналистсене тем те кăсăклантарнă: ача çулĕсенче Михаил Игнатьев мĕнпе интересленнĕ, кам пулма ĕмĕтленнĕ, камран тĕслĕх илнĕ? Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйĕн ачалăх çулĕсенче Интернет сечĕ пулманнине, çавăнпа информацие паянхи пек хăвăрт илейменнине палăртнă. Профессине вăл ашшĕ-амăшĕн ĕçне пăхса суйласа илнĕ. «Аттепе анне - ял ĕçченĕсем, эпĕ агроном пулма, çĕр çинче ĕçлеме ĕмĕтленеттĕм», - тенĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй космос паттăрĕнчен Андриян Николаевран тĕслĕх илнине пытармасть.

Пĕрремĕш канал журналисчĕ Михаил Верещагин пултарулăхпа хастарлăх вăрттăнлăхĕпе паллаштарма ыйтнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ сывă пурнăç йĕркине пăхăнма, япăх шухăшсене сирме, спортпа туслашма, ирхине те пулин зарядка тума, çĕр çинче ĕçлеме суннă.

«Атăл тăрăхĕнчи тĕл пулусем - 25» фестивале хутшăннисем Чăваш Республикин Пуçлăхне тарават пулнăшăн, ăшшăн йышăннăшăн тав тунă. Юбилей фестивальне Раççейĕн 50 регионĕнчи, çавăн пекех Никама Пăхăнман Патшалăхсен Пĕрлĕхне кĕрекен çĕр-шывсенчи 400 яхăн çамрăк хутшăннă.

А.ЛЬВОВА



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
07 мая 2014
16:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter