Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнтерӳ кунĕ ячĕпе саламлани

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин хаклă ветеранĕсем тата тыл ĕçченĕсем, хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

Сире аслă уяв  -  Çĕнтерӳ кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!

Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче пире тăнăçлăх тата ирĕклĕх парнеленĕ паттăрсене çулсерен чыслатпăр, çапăçу хирĕсенче пуç хунисене асăнатпăр. Çĕнĕ ăрусем паттăрсен умĕнче ĕмĕр-ĕмĕр парăмра, вĕсем пархатарлă ачисемпе мăнукĕсен чĕринче яланлăхах юлĕç!

Пирĕн ентешсем фашизма тĕп тăвассине пысăк тӳпе хывнă. Чăваш Енĕн 210 пин ывăлĕпе хĕрĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин фрончĕсенче тăшманпа харсăррăн тата паттăррăн кĕрешнĕ.

Тылра хĕрарăмсем, ватăсем, ачасем ырми-канми ĕçленĕ. Чăваш Енĕн ĕçчен те ырă кăмăллă халăхĕ мĕн пуррине пĕтĕмпех Аслă Çĕнтерӳ валли панă. Хуласемпе ялсенче эвакуациленĕ предприятисем вырнаçнă, госпитальсем аманнисене йышăннă.

Оккупациленĕ территорисенчен тарма тивнĕ 70 пин ытла çынна пирĕн республика тарават йышăннă, пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтернĕ. Пирĕн ветерансем - хăйне евĕрлĕ паттăр çынсем. Хăрушă тăшмана çĕнтернĕ хыççăн вĕсем мирлĕ вăхăтра тепĕр паттăр ĕç тунă - кĕске тапхăртах çĕр-шыва ишĕлчĕкрен çĕкленĕ.

Шел, вĕсен йышĕ çулсерен чакса пырать. Паян республикăра Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин 2 пине яхăн инваличĕ тата участникĕ, 25 пин тыл ĕçченĕ, çĕнтерӳçĕ-салтаксен тăлăх 6 пин мăшăрĕ юлнă. Патшалăхăн тата обществăн вĕсене пулăшса пымалла.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннисене тата республикăра пурăнакан мĕн пур çынна çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, телей, тăнăçлăх тата ырлăх сунатăп! Уявпа! Çĕнтерӳ кунĕ ячĕпе!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                                                     М.Игнатьев



08 мая 2014
10:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter