Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсемпе - медицина ĕçченĕсемпе тĕл пулнă

 Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Республиканский клинический госпиталь для ветеранов войн» БУра республикăри Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсемпе - ветеран-медицина ĕçченĕсемпе тĕл пулнă. Тĕл пулăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă. Михаил Игнатьев фронтовик-медиксене Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ  тунăранпа 69 çул çитнĕ ятпа чĕререн ăшшăн саламланă. Ҫӗр-шывӑмӑршӑн питех те йывӑр килнӗ ҫулсене тивӗҫлипе тӳссе ирттернӗ тата пире Ҫӗнтерӳ парнеленӗ паттӑрсене тав тунă. Чăваш Енĕн медицина ĕçченĕсем вăрçăн тумхахлă çулĕсенче хăйсене шеллемесĕр, суранланнă çынсене сиплеме тăрăшнă. Медицинăра тимлекенсен паттăрла ĕçĕсем, çарта хутшăннисемпе танлашнă. Çапăçу хирĕсенче пулнисем пĕр-пĕринпе чунĕсене уçса пӳпленĕ, вăрçăн хăрушă тапхăрĕсем çинчен хурланса калаçнă. Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ Максим Савельевич Савельев нумай çул хушши хулари 2-мĕш №-лĕ больницăра тĕп врач пулса ĕçленĕ. Вăл хăйĕн сăмахĕнче ытларах вăрçă вăхăтĕнчи тата ун хыççăнхи медицина ĕçĕнчи улшăнусем пирки каласа кăтартнă. Юлашки çулсенче, Чăваш Енре медицина тытăмне вăйлă аталантарса яма пулăшнишĕн, савăнăçне пытараймасăр, республика ертӳлĕхне чĕререн тав сăмахĕ каланă. Аслă Отечественнăй вăрçăра сусăрланнă ветеран Нина Михайловна Люкшинова миллионшар çынсен пурнăçне çăлса хăварнине, шурă халат тăхăннă салтаксем çине мĕнлерех йывăрлăх тиенни çинчен тĕплĕн пăшăрханса пĕлтернĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ Дмитрий Егорович Егоров Раççейре пуçласа, Амăшĕсен мухтавĕ музея еплерех йĕркелесе яни çинчен каласа кăтартнă. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, çарта пулнă медицина ĕçченĕсен сăнарĕ, паянхи кун та асран тухми, пысăк  паттăрла пĕлтерĕшлĕ, мăнаçланмалли сăнар пулса юлнине асăннă. Ун чухнехи паттăрла ĕçсем, паянхи ăрушăн та пысăк витĕм кӳнине, сăмаха май пухăннисем умĕнче, республикăра ку енĕпе  пулса иртекен  ырă ĕçсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă.   «Эпир, паян чăнласах та нихăçанхи пек мар, нумай мероприятисем йĕркелесе ирттеретпĕр. Çамрăксен, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче, эсир тунă паттăрла ĕçсем пирки питĕ лайăх пĕлмелле, яланах асра тытмалла», - тесе палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



08 мая 2014
15:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter