Вăрçă çулĕсенче госпитальте сурансенчен вилнĕ çар çыннисене асăнса Шупашкарта митинг ирттернĕ

Вăрçă çулĕсенче аманнă хыççăн, госпитальте вилнĕ салтаксен вил тăприн палăкĕ умне Шупашкарта торжествăлла майпа чĕрĕ чечек çыххисем хунă. Хурлăхлă митинга Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем, тыл ĕçченĕсем, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем,  Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн ĕçченĕсем, Шупашкар хула администрацийĕнче тимлекенсем, шкул ачисем тата республикăра пурăнакансем хутшăннă. Торжествăлла пулăмра ĕç тăвакан влаç органĕсен представителĕсем, общество организацийĕсем, тĕрлĕ политика парти çыннисем тата ыттисем те тухса калаçнă.    Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Секретариачĕ Александр Краснов хăйĕн ум сăмахĕнче Чăваш Енрен фронта пурĕ 200 пин ытла çын тухса кайнине палăртнă, вĕсенчен каялла, вăрçă хирĕнчен тăван яла 106 çын таврăнайманнине каланă. Историксем палăртнă тăрăх, 1922-1924 çулсенче çуралнисенчен, 1945 çул çу уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне 100 арçынран виççĕшĕ çеç сывă тăрса юлнине, Аслă Çĕнтерӳ пирĕншĕн хакла кайса ларнине  уйрăммăн палăртса хăварнă. Пухăннисем пĕр самантлăха шăплăха тытса, вăрçăра пуçне хунă паттăр салтаксене пуç тайнă. Тĕплĕнрех



08 мая 2014
14:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter