Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М.Игнатьев Раҫҫей кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

 

Сире Раҫҫей кунӗ ячӗпе саламлатӑп! 

Ҫак уяв этем прависемпе ирӗклӗхӗсем, демократипе уҫҫӑнлӑх, граждан­ла тӑнӑҫлӑхпа ҫураҫу принципӗсем тӗп вырӑнта пулнине уҫҫӑн пӗл­тернӗ пи­рӗн ас­лӑ патшалӑхӑмӑрӑн аталанӑвӗнчи ҫӗнӗ тапхӑра сӑнарлать.

Раҫҫей – историпе культурӑн сайра йышши еткерӗллӗ, вӗҫсӗр-хӗрсӗр ҫӗрсемлӗ, ҫут ҫанталӑк пурлӑхӗсемпе калама ҫук пуян, хӑватлӑ та ирӗклӗ ҫӗр-шыв. Тӗнчере унӑн ятне пысӑка хурса хисеплеҫҫӗ, вӑл ют ҫӗр-шывсемпе хӑ­йӗн хушшинчи хутшӑнусене пӗр-пӗрне хисеплени тата пӗр танлӑх принци­пӗ­сем ҫинче йӗркелет, терроризмпа ҫине тӑрса кӗрешет. Йывӑр вӑхӑтра Раҫ­ҫей ҫыннисем, тӑванпа тӑвана ҫа­пӑҫ­ма хистекен вӑрҫа тапратса яма хӑтланнӑ эк­с­тремистсенчен хӳтӗлесе, Крымра пурӑнакан халӑхсене витӗмлӗ пу­лӑшу кӳ­чӗҫ.

Чӑваш Ен – Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен туслӑ ҫемйин тан правӑл­лӑ членӗ. Пирӗн республикӑра 127 наци ҫын­ни тата 8 халӑх ушкӑнӗ туслӑн та килӗштерсе пурӑнать. Кашни халӑхӑн – хӑйӗн историйӗ, хӑйӗн йӑли-йӗрки, вӗ­сем пӗр-пӗринпе уйрӑлми тачӑ ҫыхӑннӑ. Эпир экономикӑпа ӑслӑлӑх, искусст­вӑпа спорт тата ытти енӗпе тӑвакан хамӑрӑн пӗрлехи ӑнӑҫу-ҫи­тӗ­нӳсемпе ти­вӗҫлипе мухтанатпӑр, ҫитменлӗхсене те пӗрлех тӳрлететпӗр, ҫемье тата пӗ­тӗм этемлӗх хаклӑхӗсене тӗпе хурса тӑрӑшсах граждан обществи тӑ­ватпӑр.

 Раҫҫей ҫыннисен иксӗлми юратӑвӗ, ӗҫченлӗхӗ тата патриотлӑхӗ пирӗн Тӑван ҫӗр-шывӑмӑра тата та илемлӗрех, вӑйлӑрах тата пуянрах тӑвасса шанса тӑратӑп. Пурне те ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа тӑнӑҫлӑх, телей тата мӗн пур ла­йӑх­хине сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                           М.Игнатьев



11 июня 2014
18:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter