Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М.Игнатьев медицина ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ медицина ӗҫченӗсем тата сывлӑх сыхлавӗн ветеранӗсем!

 

Сире професси уявӗ ячӗпе чӗререн саламлатӑп!

Врачӑн пысӑк ӑсталӑхӗпе ыр кӑмӑллӑхӗ тата ӑш пиллӗхӗ ҫын сыв­лӑхӗпе пурнӑҫне упрама пулӑшать, ҫавӑнпа та медицина ӗҫченӗсем ха­лӑх хушшинче хуть хӑҫан та чыс-хисепре шутланаҫҫӗ. 

Чӑваш Республикинче пат­шалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗ сывлӑх сыхлавӗн тытӑмне ҫирӗп­ле­тесси, пысӑк тех­нологиллӗ медицина пулӑшӑвне тата реабилитаци тех­но­логийӗсене аталантарасси, чирсенчен асӑрхаттарасси.

Сывлӑха сыхлас ӗҫе ҫӗнетмелли программӑна ӑнӑҫлӑн пурнӑҫлани  медицина кӳрекен пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне палӑрмаллах лайӑхлатма май пачӗ. Республикӑри ятарлӑ медицина центрӗсем халӑха неонатологи, акушерпа гинекологи, онкологи, травматологипе ортопеди енӗпе, вар-хы­рӑмпа кӑкӑр кӑшкарӗн, чӗрепе юн тымарӗсен тата ача-пӑча хирургийӗ тӗлӗшпе эффективлӑ пулӑшу параҫҫӗ. Медицина реабилитацине аталан­­тарас енӗпе Чӑваш Ен «пӗтӗм ҫӗр-шывшӑн ылтӑн эталон» чыса ти­вӗҫрӗ. Кӑкӑр ачисем вилессин тата халӑх чӗрепе юн ты­ма­рӗсен чирӗ­сене пула вилессин кӑтартӑвӗсем пирӗн нумай ҫул хушши ҫӗр-шыври чи пӗчӗккисем шутланаҫҫӗ.

Больницӑсен пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетесси, медицина уч­режденийӗсене юсаса ҫӗнетесси тата хальхи йышши ҫӗнӗ сиплев ҫур­чӗсем тӑвасси ҫине тимлӗн пӑхатпӑр. 2013-2015 ҫулсенче ял ҫӗрӗнче 100 модульлӗ фельдшерпа акушер пунктне уҫма палӑртатпӑр.Ҫак ме­рӑ­сем врачсемшӗн ӗҫлеме лайӑхрах майсем йӗркелеҫҫӗ, медицина пу­лӑ­­шӑвӗпе усӑ курассине тата унӑн пахалӑхне лайӑх­латаҫҫӗ, пациентсем валли хӑтлӑ условисем тума май параҫҫӗ.

2013 ҫулта, юлашки пилӗк ҫул хушшинче пуҫласа, врачсен йышне ҫирӗплетме май килчӗ. Сиплев уч­реж­денийӗсене вӗренӳ заведенийӗсенчен 200 яхӑн сиплевҫӗ ӗҫ­леме килчӗ.  «Земство тухтӑрӗ» программа тӑрӑх 2012 – 2013 ҫулсенче ялти сывлӑх сыхлав учреж­денийӗсене 186 ҫамрӑк специалист ӗҫе вырнаҫрӗ.

Патшалӑх пулӑшса пынине тата сывлӑх сыхлавӗн ӗҫченӗсен ырми-канми ӗҫне пула Чӑваш Енре демографи кӑтартӑвӗсем ҫулран-ҫул ла­ӑхланса пыраҫҫӗ, халӑх хӑй халлӗн ӳссе пырасси вӑй илет, пурнӑҫ тӑрш­шӗ пысӑкланать.   

Хисеплӗ медицина ӗҫченӗсем, пархатарлӑ та ырми-канми ӗҫӗр­шӗн, ыр кӑмӑллӑ тата тӑрӑшуллӑ пулнӑшӑн чунтан тав тунине йышӑнсамӑр. Сире ҫирӗп сывлӑх, ҫитӗнӳсем, ырлӑх тата телей сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                 М.В. Игнатьев



11 июня 2014
18:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter