Паха опытпа паллашĕç

Ĕнер Шупашкарта, Правительство çурчĕн Пысăк залĕнче, федерацин Атăлçи округĕнчи субъектсен Культура çулталăкне халалланă «Культура çулталăкĕ: регионсен паха опычĕ» конференцийĕ ĕçлеме пуçларĕ.

Ун ĕçне Раççей культура министрĕн çумĕ Алла Манилова ертсе пычĕ. Конференцие Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Культура енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ Елена Драпеко, регионсен культура министрĕсем хутшăнчĕç. 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăнасене Чăваш çĕрĕ çинче курма хавас пулнине пĕлтерчĕ, палăртнă ĕçсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ăнăçу сунчĕ.

Пленарлă ларура ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов, регионсенчен килнĕ ĕçтешĕсем тухса калаçрĕç.

Н.СМИРНОВА.

 

Сăн ÿкерчĕксем



19 июня 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter