Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М.Игнатьев Республика Кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплĕ ентешĕмсем! 

Сире Республика кунĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп! 

Чăваш Ен - тĕлĕнмелле илемлĕ тăрăх, кунта ĕçчен, тарават та ырă кăмăллă çынсем пурăнаççĕ. 

Эпир хамăрăн халăхăн хăйне евĕрлĕ культурине, авалхи йăли-йĕркине тирпейлĕн упраса ăруран ăрăва паратпăр. Туслăх, пĕр-пĕрне ăнланни, ыттисемпе тимлĕ пулни, тăван çĕре юратни, аслисене хисеплени - çакă пире хамăрăн нумай нациллĕ республикăри тăнăçлăхпа çураçăва упрама пулăшать. 

Чăваш Ен çуллен илемленсе, пуянланса пырать, кунти пурнăç та хăтлăланать. Çынсем, кашни çемье хăйсене социаллă пурнăç енĕпе лайăхрах туясси вăй илет. Ку - пирĕн пĕрлехи ĕç кăтартăвĕ. 

Экономика кал-кал аталанать. Юлашки икĕ çулта строительство керамикин çулталăкра 60 млн штук кирпĕч кăларакан питех те пысăк "КЕТRА" завочĕ, "Етĕрнесĕт" АУОн тата нимĕçсен паллă Develey компанийĕн ял хуçалăх продукцине тирпейлекен завочĕсем хута кайнă, "Трактор завочĕсем" концернра çĕнĕ йышши "Агромаш 4000" комбайнсен производствине пуçарнă. 

Хуласемпе районсенче пурăнмалли çĕнĕ кварталсем çĕкленеççĕ. 2013 çулта пурăнмалли 837 пин тăваткал метр ытла çурт-йĕр хута янă, 10 пин ытла çемье хăйсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пултарнă. 

Юлашки икĕ çулта республикăра халăх йышĕ хăй тĕллĕн ÿссе пынине шута илнĕ, нумай ачаллă çемьесен шучĕ 10 процент пысăкланнă. Ачасен шкулчченхи 23 учрежденине тунă тата реконструкциленĕ. 2014 çулта тата çĕнĕ 14 ача сачĕ уçăлмалла, вĕсен строительстви валли 1 млрд тенкĕ ытла уйăрнă. 

Пĕлтĕр Чăваш Ен Раççейĕн чи лайăх спорт регионĕн ятне тивĕçсе Наци премине илчĕ. Пирĕн патра халăх йышлă хутшăнакан физкультурăпа спорт мероприятийĕсем час-часах иртеççĕ, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлатпăр, аталаннă спорт инфратытăмне йĕркеленĕ, çавна май республикăра пурăнакан кашни виççĕмĕш çын физкультурăпа тата спортпа туслă. Кăçал Чăваш Ене спортăн тĕрлĕ енĕпе пĕтĕм Раççейри 18 ăмăртăва ирттерме шаннă. 2015 çулта Шупашкарта Европăри çăмăл атлетсен командăсен чемпионачĕ иртмелле, 2016 тата 2018 çулсенче - Тĕнчери хăвăрт утакансен кубокĕ. 

Пирĕн тĕллев - Чăваш Енре пурăнакан кашни иккĕмĕш çын сывă пурнăç йĕркине тытса пытăр тесе условисем йĕркелесси. Çак тĕллевпе уйăхсерен Сывлăх кунне ирттерме йышăннă - çав кунсенче мĕн пур спорт объекчĕ çынсене тÿлевсĕр йышăнать. Чăваш Енĕн тĕп хулинче юлашки çулсенче шкул стадионĕсен футбол уйĕсене çĕнетнĕ, çуртсен картишĕсенче тренажерсемпе тивĕçтернĕ спорт комплексĕсем вырнаçтарнă, вĕсемпе кăмăл пуррисем пурте усă курма пултараççĕ. 2010-2013 çулсенче кăна Шупашкарта пысăк темиçе спорт объектне хута янă, çав шутра - Чăваш патшалăх педагогика университечĕ çумĕнчи бассейн, ачасемпе çамрăксен 9-мĕш спорт шкулĕн шывра ишмелли бассейнĕ, 2013 çулхи раштавра вара "Спартак" физкультурăпа сывлăх комплексĕн алăкĕсем уçăлчĕç. Шупашкарăн пысăк тата икĕ спорт объектне - Олимп хатĕрлевĕн маунтинбайк центрне тата Пăр кермене - хута яни çитĕннисемпе ачасене спортăн интереслĕ çĕнĕ енĕсемпе туслашма май парĕ. 

Шупашкар хулине никĕсленĕренпе - 550, Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине паллă тума хатĕрленесси, çак уявсене ирттересси малалли улшăнусемшĕн хушма тĕрев пулĕç. Анлă проектсене пурнăçланă май Чăваш Ен тата та илĕртÿллĕрех регион пуласси куç кĕрет. 

Социаллă пурнăçпа экономикăри тата политикăри тăнăçлăх, нацисен хушшинчи çураçу, общество хăрушсăрлăхне, кашни çын прависемпе ирĕкĕсене тивĕçтерни ыранхи куна çирĕппĕн тата шанчăкпа пăхма май параççĕ. Ваттисем "иртни - асра, пуласси - ăсра" тенĕ. Пирĕн халăх нумай ĕмĕре тăсăлакан историйĕнче тума пултарнинчен пĕтĕм лайăххине упраса тата аталантарса пырса, асаттесен халалĕпе йăлисене асра тытса, паянхи çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртсе эпир малалла çирĕппĕн куçăпăр. 

Чăваш Енре пурăнакансене пурне те çирĕп сывлăх, тăнăçлăх, телей, ырлăх, хамăрăн çĕр-шывăмăр аталанăвĕшĕн пурнăçлакан пархатарлă ĕçре ăнăçу сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                                                       М. Игнатьев



20 июня 2014
14:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter