Чăваш Ен Республика кунне уявлать

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Республика кунне уявлассине Комсомольски районĕнчен пуçланă. Асăннă мероприятие Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, культура министрĕ Вадим Ефимов хутшăннă. Пухăннă хăнасене, ял ĕçченĕсене юлашки тапхăрта Каçал ен районĕнче курăмлăнах çĕнĕлĕхсем пулса иртни çинчен каласа кăтартнă. Район ырă енне улшăнни паха. Чăваш Енри тĕп уява Каçал енĕнче йĕркелесе ирттерме уйăрнă укçа-тенкĕпе пĕлсе, эффективлă ĕçлесе пынине асăннă. Республика бюджетĕнчен уйăрнă укçапа пĕлсе тăкакланнине палăртнă. «Район центрĕ куç кĕретех илемленни савăнтарать. Малашне те кунта пурăнакансем пĕр-пĕринпе туслă пурăнассине, килĕшсе ĕçлессине çирĕп тытса пыччĕр», - тесе чĕнсе каланă республика Пуçлăхĕ. Çĕр ĕçченĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев наградăсем панă. Фермер тата хресчен хуçалăх ĕçне аталантарма, хисепе çĕнсе илнисене,  сертификатсем панă. Ялта пурăнакан, кунтах ĕçлекен çамрăк мăшăрсен хваттер ыйтăвĕсене татса пама пулăшусем парса хавхалантарнă. Район ертӳлĕхĕ хăйĕн сăмахĕнче республика Правительстви юлашки çулсенче патшалăх программине хутшăнса, тивĕçлĕ пулнишĕн, муниципалитета самаях пысăк пулăшусем кӳнине асăннă. Социаллă тытăма ытларах укçа уйăрнине каланă. Пĕлтĕрхи çул тĕрлĕ программăсемпе 35 çемье хваттерсем илме е çĕклесе лартма пурĕ 18 млн. тенкĕллĕх усă курнă. Çак çӳлерех асăннă уявра,  районта – ФАП хута кайни пысăк парне. Районта ял хуçалăх ĕçĕсем те аван пыраççĕ. Пĕлтĕрхи çул çанталăк типĕ тăнă пулин те, тыр-пула кирлĕ пек аван пухса кĕртнĕ. Кăçал та çурхи ĕçсене вăхăтра пурнăçланă. Уйра выльăхсене валли апат хатĕрлес ĕç те хĕрӳ пырать. Хуçалăхра хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан çĕнĕ техникăсем куçа илĕртеççĕ. Кăçал районта кашни ял тăрăхĕсен ялавĕпе гербне тата гимне йышăннă. Асăннă пулăм та историне кĕрсе юлĕ.  Уявра Каçал ен районĕнче республика тулашĕнчен килнĕ хăнасем хăйсен юрри-ташшипе илем кӳнĕ. Паллă пулăм вĕçленнĕ хыççăн, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăхсен ташăпа юрă коллективĕсемпе курнăçса калаçнă. Чăваш Ен çыннисене илемлĕ юрă-ташăсемпе савăнтарнăшăн тав тунă.

 



24 июня 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter