Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М.Игнатьев Çамрăксен кунĕ ячӗпе саламлани

Хаклă туссем!

Сире Çамрăксен кунĕ - çамрăклăх, çутă ĕмĕтсен, иксĕлми вăй-хăват, хăюллă сăнавсен, ĕмĕт вĕçевĕн тата пурнăçри çул шыравĕн уявĕ - ячĕпе чĕререн саламлатăп.

Чăваш Республикин патшалăх политики çамрăксем хăйсен пултарулăхĕпе усă курмалли условисем йĕркелес, çамрăк ăрăвăн талантлă та пуçаруллă представителĕсене пулăшас тĕллевлĕ.

Наука, техника, производство, журналистика, литература, культура, искусство, вĕрентÿ, воспитани, çамрăксен политикин, сывлăх сыхлавĕн, çут çанталăка сыхлассин тата спорт сферисенчи çамрăксене пулăшма Чăваш Республикин Çамрăксен патшалăх премийĕсене параççĕ. Юлашки икĕ çулта вĕсен шучĕ тăваттăран саккăр таран ÿсрĕ, лауреатсене паракан тÿлев пилĕк хут пысăкланчĕ - кашни енпе 50 пин тенкĕпе танлашать.

Çуллен вĕренÿре, бизнес-проект тăвассинче, наука, пултарулăх, производство, управлени ĕç-хĕлĕнчи курăмлă кăтартусемпе палăрнă пиншер яшпа хĕр пултарулăхри пысăк ăнтăлушăн стипендие тивĕçет. 2004-2014 çулсенче пĕтĕмпе çавнашкал 11 пин стипенди панă.

Чăваш Ен хăйĕн маттур та пуçаруллă, ĕçчен çамрăкĕсемпе тивĕçлипех мăнаçланать. Нумай çамрăк тĕрлĕ ĕç-хĕл сферинче чăн-чăн профессионал пулса тăма ĕлкĕрчĕ. Вĕсем питĕ лайăх девиз шухăшласа кăларнă, эпĕ ăна туллин ырлатăп: "Ăçта эпир - унта çĕнтерÿ!"

Çамрăксене хăйсене шанма, пуçаруллă пулма, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, ырă мĕн пур пуçарура çитĕнÿ, телей тата ырлăх сунатăп!

Чăваш Республикин

Пуçлăхĕ                                                                                   М.ИГНАТЬЕВ.  

 



26 июня 2014
15:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter