Халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри "Раççей çăл куçĕсем" фестивалĕ - Республика кунĕн тĕп саманчĕсенчен пĕри

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта Хĕрлĕ тӳремре «Раççей çăл куçĕсем» халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри XXII-мĕш фестивале торжествăлла майпа хупнă пулăма хутшăннă. Палăртнă мерпортиятие РФ Патшалăх думин депутачĕсем Алена Аршинова, Валентин Шурчанов, Руслан Тихонов, Раççей Геройĕ Николай Гаврилов, РФ Президент Администрацийĕн шалти ĕçсен Управленийĕн регионти политикăн Департамент пуçлăхĕ Алексей Романов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин культура министрĕ  Вадим Ефимов тата ытти сумлă хăнасем пуçтарăннă. Паллă кун Чăваш Енре тĕрлĕ куравсем ĕçленĕ. «Акатуй» пĕтĕм чăвашсен уявĕнче Чăваш Республикинчи мĕн пур хула районсенчен чăваш йăли-йĕркипе çыхăнтарса тĕрлĕ этнокультура кил-çурчĕсемпе паллашма май килнĕ. Кашниех вăй çитнĕ таран тăрăшнă, вăл е ку хутлăхăн хăй евĕрлĕхне уçса пама мехел çитернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнгатьев пухăннă ентешсене Республика кунĕпе саламланă. Çак сумлă та пысăк уяв тĕрлĕ халăх çыннисене пĕрлештерсе туслă пурăнма пулăшнине палăртса хăварнă хăйĕн сăмахĕнче. Чăваш халăхĕ хăйĕн йăх несĕлсен культурипе йăли-йĕркине упраса хăварас тĕлĕшпе ламран лама ăнăçлă куçарса пынине, вĕренсе хăварнине асăннă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин 2014 çула Культура çулталăкĕ тесе палăртнă. Чăваш халăх йăли-йĕрки питĕ пуян. Çакнашкал уявсем хальхи пурнăçпа малашнехи пурнăçа тăнăçлă тытса пыма хистеççĕ. Пĕр-пĕринпе килĕшсе пурăнма вĕрентсе пынине каланă. Чăваш Енре палăртнă уява 22-мĕш хут йĕркелесе ирттернине палăртса хăварнă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Уява халалласа патшалăх наградисене чыслассине те пăхса хăварнă пулнă. Раççей Президенчĕн Указĕпе килĕшӳллĕн К.В.Иванов ячĕпе хисепленсе тăракан Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисткине Вера Кузьмина, нумай çул хушши тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесе пынишĕн, ĕçре çитĕнӳсем тунишĕн Хисеплĕ Ордена тивĕçнĕ.   «Тавтапуçах, хисеплĕ чăваш халăхĕ,  хисеплĕ хăнасем! Чăваш çĕрĕ чечеклентĕр! Чăваш чĕлхи яланах пурăнтăр!  Чăваш халăхĕ аталантăр! Малалла пурнăç, малалла!», - тесе тав сăмахĕ каланă, хăйне пысăк хак панишĕн Вера Кузьмина. Уявра Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданĕ ята Раççей Федерацийĕн Геройне Николай Гаврилова парса хисеп тунă, палăртса хăваратпăр,  сумлă ентеш Канаш районĕнче  çуралса ӳснĕ. Уявра ытти уйрăммăн палăртнă конкурсен çĕнтерӳçисене Хисеп хучĕсене парса хавхалантарнă. Чăваш Енре пурăнакансене паллă уяв ячĕпе Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Алена Аршинова,  Валентин Шурчанов тата  Руслан Тихонов ăшшăн саламланă. Республика кунне хатĕрленĕ уяв каçĕ тĕрлĕ ташă-юрăсенчен йĕркеленĕ концертпа тата фейерверкпа вĕçленнĕ. Тĕплĕнрех



29 июня 2014
13:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter