Комсомольски районĕнче Киров поселокĕнче фельдшер-акушер пункчĕ хута кайнă

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Комсомольски районĕнче Киров поселокĕнче фельдшер-акушер пункчĕ уçма хутшăннă. Асăннă объекта республика Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшӳллĕн ĕçе пурнăçа кĕртнĕ. Церемоние Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ  Алла Самойлова, район ертӳлĕхĕ хутшăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннă ентешсене Республика кунĕ ячĕпе саламланă. Хăйĕн сăмахĕнче, ял çыннисене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси – тĕп ыйтусенчен пĕри пулнине палăртса хăварнă. Çавăн пекех республика Пуçлăхĕ Чăваш Ен ертӳлĕхĕ 2013-2015-мĕш çулсенче ялсенче хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан 100 ФАП çĕклесе лартассипе палăртнă ыйтăва пурнăçласа пынине каланă. Поселокра пурăнакансене çирĕп сывлăх, çемье ăшшине, юратупа телей суннă. Пуçтарăннă хăнасем çурта пăхса çаврăннă, уйрăм пӳлĕмсемпе паллашнă, кунта ĕçлекенсен ыйтăвĕсене тишкернĕ. "Санар-строй" пĕрлешӳ çурта кĕске вăхăтра икĕ уйăхра тунă, хăпартма 1,89 млн тенкĕ тăкакланă. Тĕплĕнрех



29 июня 2014
13:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter