Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ М.Игнатьев Тавралӑха сыхламалли пӗтӗм тӗнчери кун ячӗпе саламлани

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

Сире Тавралӑха сыхламалли пӗтӗм тӗнчери кун ячӗпе, экологсене ва­­ра – професси уявӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Чӑваш Енӗн кашни кӗтесӗ – чӑн-чӑн ҫут ҫанталӑк тӗлӗнтермӗшӗ. Пирӗн тӑрӑхри тавралӑх калама ҫук илемлӗ: йывӑҫ-курӑкпа витӗннӗ варсем, вӗҫсӗр-хӗрсӗр хирсемпе йӑвӑ вӑрмансем, республика тӳремлӗхӗ тӑрӑх ҫӗлен пек явкаланса иртекен шыв ҫулӗсем. Ӳсен-тӑранпа чӗр чун тӗнчи те пуян та тӗрлӗ енлӗ.

Ҫавна май пирӗн пӗрлехи тӗллев – ҫак хӳхӗм илемлӗхе килес ӑрусем валли сыхласа хӑварасси. Чӑваш халӑх ӑсӗ ахальтен мар: «Çут çанталăк – этемлĕх сăпки», – тесе вӗрентет.

ХХI-мӗш ӗмӗрти глобализаци тапхӑрӗнче тавралӑха сыхлас тата хӳ­тӗ­лес ыйту нихҫанхинчен те ҫивӗч тӑрать.Ҫавӑнпа та ҫак уяв – Чӑваш Енре пурӑнакансене, чи малтан ҫамрӑксене, ҫут ҫанталӑка упрамаллине, уншӑн тӑ­рӑш­маллине, экологин ҫивӗч ыйтӑвӗсене татса пама кирлине тепӗр хут аса ил­те­рме пулӑшакан лайӑх мел.

Патшалӑх политикине яваплӑха туйса тытса пынипе тата ҫут ҫанталӑка сыхламалли ӗҫсене пурнӑҫласах тӑнине пула Чӑваш Республикинче экологи тӗлӗшпе лару-тӑру ҫирӗп. Тӑван тӑрӑхри ҫут ҫанталӑка сыхлас ӗҫе таврари хутлӑха вараланипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене татса парас енӗпе хастарлӑх кӑтартакан общество организацийӗсем пысӑк тӳпе хываҫҫӗ.

Хаклӑ ентешӗмӗрсем, сире ҫирӗп сывлӑх, телейпе ырлӑх, иксӗлми вӑй-хал тата мӗн пур лайӑххине сунатӑп! Ҫакна асра тытӑр: тӑван кӗтесри – Чӑ­ваш Енри ҫут ҫанталӑка кирлӗ пек упраса эпир пӗтӗм Раҫҫейӗн ҫут ҫан­­та­лӑк пуянлӑхне сыхласа хӑварма пултаратпӑр.

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                           М.Игнатьев



05 июня 2014
16:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter