Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев эрнесерен пулакан ĕçлĕ канашлăва ĕç тăвакан влаç, федераци тытăмĕсен вырăнти органĕсен, хула округĕсен ертӳçисемпе ирттернĕ

Утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев эрнесерен пулакан ĕçлĕ канашлăва ĕç тăвакан влаç, федераци тытăмĕсен вырăнти органĕсен, хула округĕсен ертӳçисемпе ирттернĕ. Чăваш Енĕн сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова  2014 çулта пĕрремĕш сменăра ачасем сывлăхне çирĕплетекен лагерьсен ĕçĕсен кăтартăвĕсемпе тĕплĕн паллаштарнă. Министр пĕлтернĕ тăрăх, тĕрлĕ кану лагерьĕсенче 57006 ача хăйсен сывлăхне çирĕплетнĕ.(2013 çулта – 49315 ача каннă), вĕсенчен 30147 ача йывăр пурнăç условине лекнисем пулнă.  Ачасен канăвĕн тапхăрĕнче тĕрлĕ чир-чĕрсемпе аптранисем, ытти инкеке лекнĕ тĕслĕхсем пулманни савăнтарать. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова Етĕрнере «Çăл куç» ачасен кану лагерьĕ пĕрремĕш сменăпа уçăлманнине палăртнă, унта каяс текенсен шăпăрлансене ытти кану лагерĕсене вырнаçтарнине каланă. Лагерь иккĕмĕш сменăпа уçăлни пирки палăртнă. Вожатăйсене лагерьсенче ĕçлеме хатĕрленин ĕçĕсем пирки, ашшĕ-амăшĕсен хӳтлĕхĕсемсĕр юлнă ачасене тата вĕренӳре, спортра çитĕнӳсем туса пынă шăпăрлансен çитĕнĕвĕсем пирки Чăваш Республикин вĕренӳпе çамрăксен политикин министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ   Сергей Кудряшов тĕплĕн каласа кăтартнă. «iВолга-2014» форумра Чăваш Ен делегацийĕ тăратнă  16 проекта федераци шайĕнче йышăннине, вĕсенчен виççĕшĕ гранта тивĕçнĕ пирки асăннă. «Открытые данные» («Уçă кăтартусем») проект ĕçĕсен кăтартăвĕсемпе Чăваш Республикин информаци политикин министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Алексей Новиков паллаштарнă. Паянхи Порталта тĕрлĕ тытăмри ĕç-хĕлсем пирки тĕплĕн паллашма ирĕк пур. Раççейпе илес пулсан, Портал 3-мĕш вырăн йышăннă, Атăлçи федераллă округпа 1-мĕш вырăна тухнă. Михаил Игнатьев Инфориаци политикин министерствипе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацине «Открытые данные» портала акăлчан чĕлхипе та кăларса пăхма хушнă.  Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Сергей Кудряшов вĕрентӳ тытăмĕнчи ĕçченсен шалу укçин виçи пирки тĕплĕн каласа кăтартнă, Раççей Президенчĕн указĕсемпе килĕшӳллĕн 2014 çулта пĕрремĕш кварталта палăртнă ыйтусене пĕтĕмпех пурнăçа кĕртнине асăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ малашне те Раççей Федераци Президенчĕ хушнă сĕнӳсене шута илсе пĕр пек курăмлă ĕçлесе пыма чĕнсе каланă. Палăртнă ыйтупа халăхпа  час-часах ăнлантару ĕçĕсене йĕркелесе ирттерме сĕннĕ республика Пуçлăхĕ.



01 июля 2014
11:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter