Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн ертӳлĕхĕпе тĕл пулнă

Утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Ренспубликин Патшалăх Канашĕн Председателĕпе Юрий Поповпа тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн тĕрлĕ комитетсен председателĕсемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Тĕл пулăва Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашĕн комитетсен ертӳçисене пĕр-пĕринпе килĕшсе лайăх эффективлă ĕçлесе пынишĕн тав сăмахĕ каланă. Республика Пуçлăхĕ Раççей Федерацийĕнчи вырăнти хăй тытăмлăхне йĕркелессипе çыхăннă ыйтусемпе Федераллă саккуна кĕртнĕ çĕнĕлĕхсем пирки чарăнса тăнă. Асăннă ĕç хутне 2014 çулта çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче йышăннă пулнă. Унпа килĕшӳллĕн республика шайĕнче те çĕнĕлĕхсем кĕртсе йĕркелесе хăвармаллине палăртса хăварнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Чи малтанах йышăнусем туса хăвариччен хирĕç е хирĕç мар ыйтусене те тĕплĕн тишкерсе тухма сĕнсе хăварнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çынсем ыйтине ытларах шута илме кирлине палăртнă. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен Ргламентпа  тата депутатсен этикин ыйтăвĕсемпе, патшалăх строительство ĕçĕсене пăхса тăракан комитетăн Председателĕ Николай Малов  хăйĕн сăмахĕнче суйлавçăсем ытларах район пуçлăхĕсене тӳрремĕнех суйласси пирки ыйтăва хускатни çинчен чарăнса тăнă. Ыйтупа канашлăва хутшăннă ытти комитетсен председателĕсем те килĕшнĕ.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра пурăнакан суйлавçăсен мĕн пур сĕнĕвĕсене пĕтĕмпех тĕплĕн тишкерсе тухмаллине палăртнă. Асăннă ыйтупа ĕçлесе пыма ятарлă ĕç ушкăнĕ йĕркелеме палăртса хунă. Тĕплĕнрех



01 июля 2014
09:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter