Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чукун çул отраслĕн ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе ячӗпе саламлани

Чукун çулăн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!

Чукун çул отраслĕ пирĕн питех те пысăк çĕр-шывшăн стратеги пĕлтерĕшлĕ.

"Раççей чукун çулĕсем" компани нумай çул ĕнтĕ Чăваш Еншĕн стратеги шайĕнчи шанчăклă ĕçтеш пулса тăрать. 2010 çулхипе танлаштарсан 2013 çулта республикăри предприятисем "РЖД" АУО валли туса кăларакан продукци калăпăшĕ икĕ хут ытла ÿснĕ.

Чăваш Енĕн чукун çул ĕçченĕсем хăйсен професси уявне производствăри лайăх кăтартусемпе кĕтсе илеççĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 2014 çулхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче пассажирсене чукун çул транспорчĕпе хула çумĕнчи маршрутсемпе илсе çÿресси 17) ÿснĕ, инçе çул çÿрекен пуйăссемпе – 5).

Чукун çул ĕçченĕн профессийĕ яваплăха туйма, дисциплинăллă, çирĕп кăмăллă тата вăйлă характерлă пулма хистет. Чукун çул магистралĕсен шанчăклă тата хăрушлăхсăр ĕçне тивĕçтерекенсене пурне те ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн чунтан тав тăватăп.

Раççей чукун çулĕсен ĕçченĕсене çирĕп сывлăх, пурнăçри плансене пурнăçлама, телей тата ырлăх сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                               М.Игнатьев.

 



01 июля 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter