Кун йĕркинче - Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар тата Шупашкар районĕсенчен йăлари хытă усал каяшсене пуçтарса тирпейлемелли комплексăн строительство ĕçĕ

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар тата Шупашкар районĕсенчи усал каяша пуçтарса тирпейлемелли ятарлă вырăна хатĕрлессин ыйтăвĕпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Канашлăва Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков, Чăваш Республикин çутçанталăк пурлăхĕпе экологи министрĕ Иван Исаев, Чăваш Республикин конкуренци политикипе тарифсен Патшалăх службин ертӳçи   Альбина Егорова, çӳлерех асăннă районпа хуласен администраци пуçлăхĕсем, «Спецавтохозяйство» пĕрлешĕвĕн директорĕ Юрий Малов хутшăннă. Палăртнă ĕçлĕ канашлăва Мускавран «Управление отходами» пĕрлешӳ представителĕсем те килсе çитнĕ. Тĕл пулура  каяшсене тирпейлесе вырнаçтармалли  объекта виçĕ çул хушшинче ĕçе кĕртсе яма палăртса хунă. Мускаври компани проекта 750 млн. тенкĕллĕх палăртнă. Комплекс икĕ пайлă пулĕ. Çулталăкне 100 пин тонна çӳп-çапа пухма, унсăр пуçне ăна тирпейлемелли ятарлă вырăнта, çулталăкне 150 пин тоннăран кая мар çӳп-çапа тасатма шантарать.   Çакнашкал пысăк комплекса хута ярсан, хуçалăхра тухакан каяшсене çĕнĕ технологисемпе тирпейлесе пыни çутçанталăка сиен кӳрессинчен сирĕ. «Управление отходами» организацийĕн представителĕ Павел Бесшапов хăйĕн сăмахĕнче, çакнашкал проектсене ĕçе кĕртессипе паха опыт пуррине палăртнă. Палăртнă ыйтупа компани Саратов, Чулхула, Волгоград, Архангельск, Мурманск облаçĕсенче те килĕшсе ĕçлемелли ĕç хучĕсене йĕркеленĕ.    Тĕплĕнрех



01 июля 2014
17:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter