Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин айăплава пурнăçлакан службин Чăваш Республикинчи управленийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканпа Рамазан Ягьяевпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ

 Утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин айăплава пурнăçлакан службин Чăваш Республикинчи управленийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканпа  Рамазан Ягьяевпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Асăннă должноçе ăна 2014 çулта çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче лартнă. Калаçу самантĕнче Чăваш Ен территорийĕнче палăртнă служба эффективлă ĕçлесе пырасси пирки сӳтсе явнă. Рамазан Азаматович Ягьяев нумай çул хушши Ингушети Республикинче тата Кабардино-Балкаринче ШĔМ ертӳлĕх ĕçĕсенче вăй хунă. Раççей ШĔМ тĕп управленийĕнче ушкăнпа преступлени тăвакансене хирĕç кĕрешессипе Кăнтăр федераллă округпа тĕрĕслесе пынă. Ăна икĕ хутчен те Президентăн Указĕсемпе килĕшӳллĕн Хăюлăх  Орденĕпе чысланă. Юлашки виçĕ çул хушшинче Федерацин айăплав пурнăçлав службин Рязань облаçĕнчи управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ пулса ĕçленĕ. Тĕплĕнрех



01 июля 2014
10:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter