Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Экономика канашĕн ларăвне ирттернĕ

Утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Экономика канашĕн ларăвне ирттернĕ. Чăваш Ен территорийĕнче сĕрмелли çунтармалли хатĕрсем шутĕнче çут-çанталăк газĕпе ытларах усă курассине анлăн сӳтсе явнă. Техникăсене çут çанталăк газĕ çине куçарассипе республикăна пилотлă проекта кĕртсе хăварасси ыйтăва пăхса тухнă, унсăр пуçне, хамăр тăрăхра калăпланса тухакан таварсене нумайрах рынокра вырнаçтарасси те кун йĕркин ыйтăвĕсен  шутĕнче пулнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ паянхи куна техникăсене газ çине куçарни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăнса хăварнă. Чи пахи вăл – çут çанталăка вараламанни тата газ йӳнĕрех пулни. Асăннă ыйтăва нумаях пулмасть, Атăлçи федераллă оуругпа Раççей Президенчĕн полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич йĕркелесе ертсе пынă канашлура та сӳтсе явнине аса илсе хăварнă.  Ун чухне канашлăва промышленноçпе суту-илĕве, энергетикăпа транспорт ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Раççейри министрсем хутшăннă пулнă. Атăлçи федераллă округ ыттисемпе танлаштарсан, чи ăнăçлă вырăн пулнине асăннă, çынсене турттармалли, коммуналлă хуçалăхпа ял хуçалăх техникисене çут çанталăк газĕ çине куçарни питĕ вттĕмлĕ пулнине каланă. «Патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри - çут çанталăка упраса хăварасси. Ку енĕпе сахал мар ĕçсем пурнăçланă. Федераци шайĕнче кирлĕ пек йышăнусем туса хăварнă. Раççейри регионсене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхĕнче усă курма техника хатĕрĕсене туянма яталă субсидисем пама та килĕшнĕ. Пирĕн паллах, конкурса хутшăнмалла, енчен те кăçалтан субсиди илес тесессĕн», - палăртса каланă республика Пуçлăхĕ. Сăмаха май, Михаил Игнатьев «КамАЗ» акционерсен уçă пĕрлешĕвĕпе Чăваш Республики хушшинче пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне те алă пусса çирĕплетни çинчен асăнса хăварнă.  Республикăра инфратытăмра усă курма кирлĕ, çут-çанталăк газĕпе усă курса ĕçлекен тĕрлĕ автомашинăсене калăпласа тăратма хатĕррине каланă. Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков çĕртме уйăхĕнче асăннă ытупа ĕçлекен комиссине йĕркеленине палăртнă, унăн ĕçĕпе паллаштарнă.  Министр пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна республикăра 8,5 пине ытла техника çут çанталăк газĕпе ĕçлет. Мĕн пур шута илнĕ техникăсенчен 3 процент чухлĕ. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, çынсене турттаракан маршуткăсене ытларах çак ырлăх çине куçармаллине палăртнă. Чăваш Республикин транспортпа çул йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов предпринимательсене те асăннă ыйтупа тимлĕрех пулма сĕннĕ, енчен те предприятинче техникăсене çут-çанталăк газĕ çине куçарсан, вĕсене валли те кирлĕ пек пулăшусем пулассине асăннса хăварнă. Канашлăва хутшăннисем, Чăваш Республикинче ытларах хамăр тăрăхра калăпланса тухакан таварсене ӳстересси пирки калаçнă. Экономика министрĕ Владимир Аврелькин мĕн пур сутăнакан таварсенчен, вырăнти таварсен пайĕ, экспертсен хакланă тăрăх 65 процент пулнине пĕлтернĕ. Кăçал уйрăмах, лавкасенче пылак шĕвексемпе кондитер хатĕрĕсем, аш какайран хатĕрленĕ таварсем ытларах пулни сисĕнет. Республика Пуçлăхĕ малашне те Чăваш Енре калăпланса тухакан таварсене  лавкасенче сарассипе  курăмлăнах ĕçлесе пыма хушса хăварнă.  «Паян чи кирли – пахалăхлă апат çимĕçне туянасси. Паллах, кашни хăйĕн ирĕкĕ пур. Мĕн туянас тет, çавна илет, анчах та пирĕн, пурсăмăрăн та пĕлсе тăмалла – эпир мĕн çининчен ыран  пирĕн сывлăх мĕнле пуласси пĕтĕмпех килет», - тесе палăртнă Пуçлăх.  Ултавлă эрех-шĕвеке сутма  чарас тыйтăва та  çирĕп тĕрĕслесех тăма хушса хăварнă, ытларах та ытларах тĕрлĕ массăлла информаци хатĕрĕсенче пĕлтерсех тăмаллине каланă.



10 июля 2014
16:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter