Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Почта ҫыхӑнӑвӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Почта ҫыхӑнӑвӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Почта ҫыхӑнӑвӗ нумай ӗмӗр хушши ӗнтӗ ҫынсене пӗр-пӗринпе хутшӑнма пулӑшакан чи меллӗ, перекетлӗ тата шанчӑклӑ ҫыхӑну хатӗрӗ пулса юлать.
Ҫак сферӑра хӑйсен профессине чунтан парӑннӑ, компетентлӑ та тимлӗ ҫынсем вӑй хураҫҫӗ. Ҫанталӑка пӑхмасӑр, кашни кун почтальонсем ҫырусемпе посылкӑсене, хаҫатсемпе журналсене, пенсисемпе пособисене республикӑн чи инҫетри кӗтесӗнче пурӑнакансене те вӑхӑтра ҫитерсе параccине тивӗҫтереҫҫӗ.
Атӑлҫи федераци округӗнче виҫҫӗмӗш ҫул чи лайӑх почтальон ятне пирӗн ентеш тивӗҫет, ҫакӑ Раҫҫей почтин Чӑваш Енри филиалӗн ӗҫ тухӑҫлӑхне ӗненмелле ҫирӗплетет.
Раҫҫей почтин ӗҫченӗсен ҫынсене усӑ кӳме ӑнтӑлни, общество ӗҫӗнчи хастарлӑхӗ тата ӑшӑ чунлӑхӗ унӑн «Ентешсен тав сӑмахӗ», «Эс пӗччен мар» ятсемпе иртекен социаллӑ акцийӗсенче те лайӑх палӑраҫҫӗ.
Почтальонсем пӗччен пурӑнакан пенсионерсемпе сусӑрсене, Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ҫынсене республикӑра пурӑнакансенчен салам открыткисемпе ыр кӑмӑллӑх парнисене тӳлевсӗр ҫитерсе парса кашни ҫулах савӑнтараҫҫӗ.
Раҫҫей почтин Чӑваш Енри филиалӗн вырӑнти тематикӑллӑ почта открыткисене пичетлесе кӑларассипе ҫыхӑннӑ проекчӗ обществӑна самай кӑсӑклантарчӗ. Шупашкар хулине сӑнлакан юлашки вӑхӑтри хӑйне евӗрлӗ хӗрӗх открыткӑна республикӑри паллӑ музейсемпе тата ӳнер шкулӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлесе туса хатӗрленӗ, ҫакӑ, паллах, Чӑваш Енпе тата унӑн тӗп хулипе кӑсӑкланассине вӑйлатма  пулӑшрӗ.
Почта ҫыхӑнӑвӗн мӗн пур ӗҫченне суйласа илнӗ профессие чунтан парӑннӑшӑн чӗререн тав тӑватӑп. Сире ҫирӗп сывлӑх, хастар кӑмӑл-туйӑм, телей тата ырлӑх сунатӑп!

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ                                                                           М.В. Игнатьев



11 июля 2014
13:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter