Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Оренбургра иртнĕ «Атăлçи уй-хир кунĕ – 2014» мероприятие хутшăннă

 Утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Оренбургра иртнĕ «Атăлçи уй-хир кунĕ – 2014» мероприятие хутшăннă.  Пуçлăх ял хуçалăх техникисенчен  хатĕрлесе тăратнă курава пăхса çаврăннă, выльăх-чĕрлĕх облаçĕнчи çитĕнӳсемпе паллашнă, Атăлçи федераллă округа кĕрекен регионсен пахалăхлă тĕслĕх таварĕсене курса тухнă.  Çак курава Чăваш Енрен представительсем, экологи енчен таса та пахалăхлă çимĕçсене, Шупашкарти Тракторсен завочĕ, ял хуçалăхĕнче усă курма тивĕçлĕ «Агромаш» техникăна тăратнă.  Çак кун Атăлçи  уй-хир кунĕ мероприятие ирттернĕ май, агропромышленноç комплексне аталантарас ыйтупа ĕçлĕ канашлу йĕркеленĕ. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн, ял хуçалăх таварĕсене тирпейлесе кăларассипе ĕçлекенсене патшалăх енчен тивĕçтерекен пулăшусем çинчен сӳтсе явнă. Унсăр пуçне округра выльăх-чĕрлĕхе малашлăхра  тата та ытларах аталантарассин ыйтăвĕсем пирки калаçнă. Атăлçи федераллă округпа Раççей Президенчĕн полномочиллĕ представителĕ Михаил Викторович Бабич хăйĕн сăмахĕнче, агропромышленноç комплексне аталантарни, экономикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă, аван пулнине каланă. Юлашки çулсенче ял сăн-сăпачĕ куç кĕретех ырă енне ылмашăнни савăнтарать. Ял хуçалăх тытăмĕнче ытларах та ытларах, хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан çĕнĕ йышши техникăсем, çĕнĕ технологи вăй илсе пыни, ялсенче социаллă пĕлтерĕшлĕ инфратытăм çирĕпленет, илемленет, фермăсем пуянланаççĕ. Малашне те ял хуçалăхĕ аталанса пытăр тесессĕн, хăш-пĕр татса паман ыйтусене те пурнăçламалла. Раççей  Федерацийĕн ял хуçалăх министрĕ Николай Федоров хăйĕн доклатĕнче, хресченсене валли уйăрнă пулăшусене регионсенче кирлĕ пек илсе çитерменнине асăннă. Министр канашлăва хутшăннисене, кăçалхи çул ют çĕр-шывсенче калăпланса тухакан аш-какайсен хакĕ 32 процента çити йӳнелнине пĕлтернĕ.  Канашлура Атăлçи федераллă округа кĕрекен региосенчен губернаторсемпе  РФ Ял хуçалăх министерствин представителĕсем тухса калаçнă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн доклатĕнче, Чăваш Енре ял хуçалăх аван аталаннине каланă, хушма хуçалăхсем те вăй илсе пыраççĕ. Хăш-пĕр йывăрлăх кăларса тăратакан ыйту çинчен чарăнса тăнă. Чăваш Енре  кăçалхи çул кăрлач уйăхĕнчен пуçласа, çу уйăхĕ таран ял хуçалăхĕнче тирпейлесе тухакан таварсен калăпăшĕ 0,2 процента çити ӳснĕ. Чăваш Ен, аш-какай туса кăларнин кăтартăвĕ ӳснипе округри чи лайăх 8 регион шутне кĕнĕ, сĕт суса илессипе вара чи лайăх 7 регион шутĕнче. Кăтартусем ӳсни, паллах савăнтарать. Чăваш Республикинчи ял хуçалăх тытăмне 2014 çулта çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне 1 млрд. тенкĕллĕх субсиди мелĕпе пулăшу кӳнĕ. Федераци бюджетĕнчен килекен субсидийĕн калăпăшĕ 2012-2014 çулсенче çителĕксĕр. 2012 çулта федераци субсидийĕсен парса пĕтереймен укçа тенкĕ 62,7 млн. тенкĕ, 2013 çулта – 160,4 млн., кăçалхи çул вĕçленнĕ тĕле 162,5 млн. тенкĕ хушма укçа-тенкĕ кирлĕ пулĕ. 2014 çулта утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне  ятарлă комиссине ягропромышленноç комплексне аталантарма май паракан 283 инвестици проектне тăратнă, пĕтĕмĕшле вĕсен хакĕ 1 млрд. тенкĕллĕх. Паянхи куна, вĕсене пулăшу кӳрессипе пĕр проекчĕпе те нимĕнле йышăну та çирĕплетсе хăварман. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, çакнашкал мероприятисене йркелесе ирттернин пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине асăннă. «Аграри тытăмĕнче ĕçлекенсем  çĕнĕ йышши техникăсене куçпа курса ĕненеççĕ, хатĕрсене калăплакансемпе вырăнтах, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене тăратма пултараççĕ, çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ыйтусем çине пĕтĕмпех хурав илме меллĕ, çĕр ĕçченĕсемпе влаç куçа куçăн курса калаçни, куллен пурнăçра сиксе тухакан ыйтусене татса пама ирĕк парать», - тесе  палăртса  каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.



11 июля 2014
17:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter