Каçал ен районĕ: нумай çул пурăнакан мăшăрсене савăнăçлă лару-тăрура саламласси йăлана кĕнĕ

Аслă Çĕрпÿел ял администрацийĕн поселенийĕнче нумай çул пурăнакан мăшăрсене савăнăçлă лару-тăрура саламласси йăлана кĕнĕ. Паянхи кун ял поселенийĕнче 50 е ытларах çул килĕштерсе пурăнакан 25 çемье.

Июлĕн 9-мĕшĕнче çемье çавăрнăранпа 50 çул çитнине паллă тума Асă Çĕрпÿел ял поселенийĕн библиотекине Александр Алексеевич тата Ольга Петровна Любимовсене чĕннĕ.

Çемье пуçĕ Аслă Çĕрпÿел ялĕнче 1939 çулта çуралнă. 1958 çулта водителе вĕренсе тухнă. Ун хыççăн пĕр улшăнмасăр 45 çул «Красный Октябрь» колхозра водительте тăрăшнă. 1999 çулта ăна ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн «Ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ят парса чысланă, тĕрлĕ грамотăсене тивĕçнĕ.

Ольга Петровна Хирти Шăхасан ялĕнче 1942 çулта çуралнă. 40 çула яхăн Аслă Çĕрпÿел участок больницинче санитаркăра ĕçленĕ. Иккĕшĕ те «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Мăшăр виçĕ ача çуратса ÿстернĕ.

Паянхи куна картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, нумай тĕрлĕ пахча-çимĕç ÿстереççĕ. Вĕсем ял-йышра хисеплĕ, çамрăксемшĕн тĕслĕхлĕ çемье пулса тăраççĕ, ырă ята тивĕçнĕ.

Малтанах культура ĕçченĕсем юбилярсене хĕрÿллĕн саламларĕç, вĕсен ячĕпе юрăсем шăрантарчĕç. Çемье пуçĕнчен: «сирĕн çемье çирĕплĕхĕн вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши?»,- тесе ыйтсан - «пĕр-пĕрне хисеплени, ăнланни, каçарма пĕлни», - терĕ.

Ял администрацийĕн пуçлăхĕ Геннадий Ракчеев мăшăра çирĕп сывлăх, çемьере юратупа килĕшÿ, вăрăм кун-çул сунса чечек çыххи тата парне пачĕ. Комсомольски район администрацийĕн ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Римма Суратова юбилярсене чечек çыххипе пĕрле Тав хучĕ парса чысларĕ, чун-чĕрепе яланах çамрăк пулма, тата нумай çул килĕштерсе пурăнма телей те юрату сунчĕ.



11 июля 2014
09:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter