«Наноград» - ăслисен хули

Тольятти хулинче Пĕтĕм Раççейри «Наноград-2014» çуллахи шкул ĕçлеме пуçланă.

РФ Вĕренÿпе ăслăлăх министерстви, РФ инфратытăмпа вĕренÿ программисен фончĕ, «Шкул лиги» пĕрлешÿ пуçарнă мероприятие 2011 çултанпа йĕркелеççĕ. «Хулан» тĕп тĕллевĕ - автомобиль тăвакан предприятисемпе фирмăсене тĕрлĕ сĕнÿ-шухăшпа пулăшасси. Çавна май çамрăксем хăйсен проекчĕсемпе паллаштараççĕ, тĕрлĕ конкурсра тупăшаççĕ, производительсен ĕçĕ-хĕлне тата автомобиль рынокне паян-ыран тухакан çĕнĕлĕхсене тишкереççĕ. Кăçал «Наноград» ĕçне 15 регионтан студентсемпе волонтерсем, çамрăк ученăйсемпе предпринимательсем, шкул ачисем - пурĕ 350 ытла çын - хутшăнаççĕ. Пирĕн республикăран унта тăваттăмĕш хут Шупашкарти 2-мĕш лицей вĕренекенĕсем кайнă.(Вăрмар районĕ)



12 июля 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter