Каçал ен районĕ: çемье телейĕ - ачасенче

Июлĕн 8-мĕшĕ - Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ. Çак уява вун виççĕмĕш ĕмĕрте Муромра пурăннă Петрпа Феврония çветтуйсене халалланă. Асăннă мăшăра çемье хỹтĕлевçисем вырăнне хураççĕ. Çак кун районта чылай çул пĕрле пурăнакан çемьесене чысланипе пĕрлех, ача амăшĕсене те саламларĕç.

РФ Пенси фончĕн районти управленийĕнче Кĕçĕн Каçалта пурăнакан Иринăпа Валерий Галкинсен çемйине амăшĕн капиталне парса чысларĕç. Галкинсен çемйинче апрель уйăхĕнче кĕтнĕ икĕ ача, йĕкĕрешсем, çут тĕнчене килнĕ. Ывăлĕсене ашшĕ-амăшĕ Егор тата Савва ятсем панă. Вĕсем Галкинсен çемйинче - 3 тата 4-мĕш ачасем. РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ Сергей Валерьевич Горбунов Ирина Галкинана ача çуратнă ятпа ăшшăн саламласа амăшĕн капиталĕн сертификачĕпе чысларĕ.

Çемье ача-пăчапа тулли. Апла пулсассăн ача-пăчан хаваслă кулли яланах янăраса тăтăр. Çавăн чухне çеç пирĕн общество çирĕп, патшалăхăмăр вара вăйлă та тĕреклĕ пулĕ.



12 июля 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter