Элĕк районĕ: Питрав халăха пухрĕ

Утă уйăхĕн вун иккĕмĕшĕнче сурăмсем Питрав кунне паллă турĕç. Уява Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Петр Павлов уçрĕ, пухăннисене праçникпе саламларĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов çапла каларĕ: «Ку тăрăхра пурăнакансем ĕçченлĕхĕпе, тăван кĕтесе юратнипе, малашлăхшăн тăрăшнипе уйрăлса тăраççĕ».

Уявра кăçал хăйсен ылтăн туйне паллă тунă Чăваш Сурăм салинче пурăнакан Вячеслав Димитриевичпа Маргарита Алексеевна Михайловсене те чысларĕç. Çавăн пекех 25 çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнакан тăхăр çемьене кĕмĕл туй ячĕпе саламларĕç. Питрава килнисене Çĕрпÿ районĕнчи «Сувар» фольклор ушкăнĕ, Чăваш Сурăмĕнчи информаципе культура центрĕн коллективĕ, Элĕкри ача-пăча ÿнер шкулĕн «Каблучок» ташă ушкăнĕ хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Чăваш эстрада артисчĕсен юрри-кĕвви те тыткăнларĕ.

Спорта юратакансем волейбол вăййинче, шахмат турнирĕнче вăй виçрĕç.



13 июля 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter