Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Оренбургра Чăвашсен наци сăн-сăпачĕн хуçалăх ĕç-хĕлĕпе паллашнă

Утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Оренбургра  Чăвашсен наци сăн-сăпачĕн хуçалăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Асăннă курава «Наци ялĕ» культурă коплексĕнче йĕркеленĕ. Комплекс хăйне евĕр ӳнер тĕнчи.  Оренбург тăрăхĕнчи халăха туслăхпа юратăва пĕрлештерсе тăракан символ пулса тăрать. Республика Пуçлăхĕ этнографи музей ĕçĕпе паллашнă. Кунтах вулавăша кĕрсе чăваш литературине тишкернĕ. Чăваш халăхĕн сăн-сăпатне сăнарлакан ал ĕç хатĕрсен куравне пăхса çаврăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Оренбургри чăвашсен наципе культура автономийĕн ертӳçине   Петр Семенова тав сăмахĕ каланă. Çакнашкал ĕçсене йĕркелесе ирттерни чăвашсен культурине малашне те лайăхрах аталантарса пыма пысăк пулăшу кӳнине асăннă. Чун-чĕрери пуянлăха тытса пыма хистет, пĕрне пĕри ăнланса пулăшса ĕçлесе пыма вăй кӳнине палăртнă. «Эпĕ, чăнласах та хам куçпа курса киллентĕм. Çакăн пек илĕртӳллĕ чăвашсен ялĕ. Кунта пĕтĕмпех чăваш халăхĕн пуянлăхĕ упранса юлнă. Çак проекта пула, çитĕнекен ăру курса, малашне тата та вăйлăрах чăвашсене аталанса пыма витĕм кӳрĕ. Шăпах та ĕнтĕ, культура халăхăн йăли-йĕркине йĕркелесе пырать», - тесе палăртнă хăйĕн сăмахĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Чăваш наци ялĕ комплекс Оренбургра Гагарин проспекчĕнче, Ю.А.Гагарин палăкĕ çывăхĕнче вырнаçтарнă.   Юрий Гагарин 1961 çулта тĕнче уçлăхне вĕçсе Раççейри пур халăха та пĕрлештернĕ. Паянхи кун та Оренбургра 119 наци халăхĕ пĕр-пĕринпе килĕштерсе ăнланса пурăнать. Палăртма кăмăллă, чăвашсен наци ялĕнче 10 хуçалăх вырнаçтарнă. Тĕплĕнрех



14 июля 2014
09:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter