Операторăн абонента пĕлтермелле

Карас телефон çине реклама яраççĕ, тĕрлĕ информаци сĕнеççĕ, кайран абонентпа килĕшсе татăлмасăрах счетран укçа илеççĕ. Çакнашкал хутшăнусене çыхăну операторĕпе мĕнлерех йĕркелеççĕ?

Роскомнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çыхăну операторĕн абонента пулăшу ĕçĕсен тарифĕсем тата çак пулăшу ĕçĕсен кĕске содержанийĕ, çавăн пекех пайăр пулăшу ĕçĕ паракан çын çинчен пĕлтермелле. Кунсăр пуçне çакăншăн мĕнле лицевой счетран укçа тытса юлнине те палăртмалла.

Çыхăну çинчен калакан саккуна кĕртнĕ тỹрлетỹсем карас çыхăну операторĕсен кирлĕ мар пулăшăвне илесрен хăтарĕç, абонентпа килĕшсе татăлмасăр укçа-тенке те шутран кăлармĕç.

Мобильлĕ технологисем аталаннă май карас çыхăнăвĕн тĕрлĕ пулăшу ĕçĕшĕн абонентпа килĕшсе татăлмасăрах унăн счетĕнчен укçа касса илнĕшĕн çыхăну операторĕсем тĕлĕшпе çăхавсем ытларах пама пуçланă. Гороскопсем, çанталăк прогнозĕ, реклама тата ытти те - смс-çырусем кашни кунах килеççĕ. Кăштахран пирĕн счет çинче укçа чакни çинчен пĕлетпĕр.

Кăçалхи майăн 1-мĕшĕнче çыхăну çинчен калакан саккуна кĕртнĕ тỹрлетỹсем вăя кĕнĕ. Вĕсем çакнашкал пулăшу ĕçĕсемшĕн тỹленĕ чухне операторпа абонентăн финанс хутшăнăвĕсенче йĕрке тума тивĕçлĕ.

Роскомнадзор специалисчĕсем ăнлантарнă тăрăх - карас çыхăнăвăн операторĕсем паракан контект пулăшу ĕçĕсемшĕн (абонентсене справка, ытти тỹлевлĕ информаци илме, сасăлава, вăйăсене, конкурссене, çавăн йышши мероприятисене хутшăнма май туса пани) абонент кăмăлне кура абонентăн уйрăм лицевой счетĕнчен унти укçа суммине кура çеç куçарма юрать. Çакă телефонпа калаçма кирлĕ укçана пĕлтермесĕр касса илессинчен хăтăлма май парать. Çак тĕллевпе абонентсен хăйсен çыхăну операторĕ патне кайса хушма лицевой счет уçасси çинчен ыйтса çырмалла. Контект пулăшу ĕçĕсемшĕн çак лицевой счетран тытса юлĕç те.

Енчен те абонент хушма пулăшусем илме, вĕсемшĕн хăйĕн тĕп счетĕнчен тỹлеме хирĕç мар тăк унăн çакна оператор ыйтнипе тивĕçлĕ смс-па çирĕплетмелле. Роскомнадзорта çĕнĕ саккун абонентпа килĕшмесĕр унăн счетри укçине куçарас-тăвас йĕркене пĕтерме пулăшасса шанаççĕ. Тухса тăракан ыйтусемпе абонентсем Роскомнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕпе (тел. 8-8352-55-27-97) е хăйсен операторĕпе çыхăнма пултараççĕ.( Комсомольски районĕ)



14 июля 2014
09:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter