Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федерацин территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе йăлана кĕнĕ тăрăх ĕçлĕ планерка ирттернĕ

Утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федерацин территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе йăлана кĕнĕ тăрăх ĕçлĕ планерка ирттернĕ. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, 2014 çул пĕрремĕш çул çулăн малтанласа палăртнă ĕç кăтартăвĕсем çинчен чарăнса тăнă. Унсăр пуçне министр Чăваш Ен представителĕсем  Оренбургра «Атăлçи уй-хир кунĕ -2014» мероприятие кайса килни çинчен чарăнса тăнă. Сергей Павлов ял хуçалăх таварĕсен производстон калăпăшĕн индексĕ пур хуçалăхра та, кăçалхи çул кăрлач уйăхĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕ таран 101 процента çитнине асăннă. Хуçалăхсенче акнă культурăсен лаптăкĕн пайĕ 558,6 пин га шутланать, асăннă кăтарту пĕлтĕрхипе танлаштарсан 9,3 пин га ытларах. Сĕт-çу тата аш-какай туса кăларассин  калăпăшĕ те ӳснĕ. Мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ кăçалхи çул çĕртме уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне – 211,8 пин пуç (100,3 процент),  кăтарту пĕлтĕрхи çулхинчен ытларах.  Оренбургра Атăлçи уй-хирĕ мероприятие йĕркелесе ирттернĕ май, округра ял хуçалăх тытăмне аталантарассин ыйтăвĕсемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Атăлçи федераллă округпа Раççей Федераци Президенчĕн полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич юлашки çулсенче ял хуçалăх тытăмĕ курăмлăнах ырă енне куçнине асăннă. Предприятисем модернизациленеççĕ, çĕнĕ технологи вăй илсе пырать, хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан техникăсемпе хуалăхсем пуянланса пыни те куç кĕретех. Ялăн сăн-сăпачĕ илемленсех пырать. Кăçалхи çул çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне, Чăваш Республикинчи агропромышленноç комплексĕнче тата ял хуçалăх таварĕсене тирпейлесе кăларассипе ĕçлекен предприятисене  1 млрд. тенкĕллĕх патшалăх енчен пулăшу кӳнине асăннă (çулталăк планĕпе илес пулсан – 50,2 процент чухлĕ). Çав вăхăтрах 2012 çулта федераци енчен  куçакан субсидисен парăмĕ 62,7 млн., 2013 çулта 160,4 млн. тенкĕ юлнă. Кăçал çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне комисси ĕçне ял хуçалăхне аталантарма май паракан 283 инвестициллĕ проект тăратнă, вĕсен хакĕ 1 млрд. ытла.   Анчах та вĕсене пĕрне те комисси пăхса тухса килĕшмен. Чăваш Ен Пуçлăхĕ федераци енчен пулăшу çителĕксĕр пулнине асăннă. Çакнашкал йывăрлăхсем Раççей Федерацинче пур регионсенче те пур.  Раççейĕпе илсен, федераци енчен субсиди парăмĕ 22 млрд. тенкĕ пуçтарăнса кайнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев канашлура тепĕр пысăк темăна та хускатнă.  Оренбургра ирттернĕ Раççей Федерацийĕн Транспорт министерствипе Атăлçи федераллă округпа Раççей Федераци Президенчĕн полномочиллĕ представителĕ йĕркелесе ирттернĕ канашлури çул-йĕрсемпе çыхăннă ыйтусем пирки чарăнса тăнă.  «Европа – Хĕвел анăç Китай» халăхсем хушшинчи транспортсен маршучĕн М-7 федераллă çулне реконструкци ĕçне йĕркелесе ирттересси. РФ Транспорт министерстви тата Раççей Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полпречĕ Оренбургра пĕрле ирттернĕ канашлу пирки те сăмах пулнă. Унта çĕр-шывсен хушшинчи «Европа - Хĕвел анăç Китай» транспорт маршрутне йĕркеленĕ май федерацин М-7 çулне реконструкцилессине те сÿтсе явнă. ЧР транспорт министрĕ Владимир Филиппов палăртнă тăрăх - çав проекта ăнăçлă пурнăçламашкăн М-7 трассăна 1-б категори параметрĕсемпе килĕшÿллĕн реконструкцилемелле. Çак çул çинчи транспорт юхăмĕ питĕ пысăк. Çийĕнчен республика шайĕнчи автоçулсен сетьне тĕнĕл çине ултă тонна тивекен транспорт валли тунă. Çулсен эксплуатаци ресурсĕ пĕтнĕ теме те юрать, йывăр транспорт вĕсене сиенлет. Çав вăхăтрах республика территорийĕнче паян транспорт йывăрăшĕн нормативĕсене пăхăнман тĕслĕхсен 10% кăна регистрацилеççĕ. Çавна май Михаил Игнатьев ку енĕпе чарусем палăртма, йывăрăшне тĕрĕслемелли постсем йĕркелемешкĕн укçа уйăрма сĕннĕ. Экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин промышленноç комплексĕн çулталăкăн пĕрремĕш çурринчи ĕçĕ çинчен каласа панă. Промпроизводство индексĕ 103,6% çитнĕ. Тирпейлекен производствăсенчи ÿсĕм тата пысăкрах. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова Украинăран тарса килнĕ çынсене вырнаçтарас ыйтупа сăмах илнĕ. Хальлĕхе унашкаллисем 71 çын. Тĕпрен илсен - хĕрарăмсемпе ачасем. Вĕсене йышăнма кăмăл тунă çынсем патĕнче вырнаçтарнă. Михаил Игнатьев нушаллă çынсене тарават йышăннă çемьесене тав тунă, Шупашкар хулин, Сывлăх сыхлавĕн министерствин ертÿçисене çак ыйтусемпе тимлĕ ĕçлеме хушнă.



14 июля 2014
17:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter