Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Оренбургра Раççей Федерацийĕн Транспорт министерствипе Атăлçи федераллă округпа Раççей Президенчĕн полномочиллĕ представителĕ йĕркелесе ирттернĕ ĕçлĕ канашлăва хутшăннă

Утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Оренбургра Раççей Федерацийĕн Транспорт министерствипе Атăлçи федераллă округпа Раççей Президенчĕн полномочиллĕ представителĕ йĕркелесе ирттернĕ ĕçлĕ канашлăва хутшăннă. Канашлура Атăлçи федераллă округа кĕрекен регионсенчи транспорт енĕпе йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене сӳтсе явнă. «Европа – Хĕвел анăç Китай» халăхсем хушшинчи транспортсен маршутне уçасси пирки те канашланă. Ĕçлĕ ларура Атăлçи федераллă округпа Раççей Президенчĕн полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич хăйĕн сăмахĕнче округри регионсемшĕн транспорт ыйтăвĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăнине палăртнă, çавна май та палăртнă кун йĕркинчи ыйтусене тĕплĕн пăхса тухасси çинчен пĕлтернĕ. Раççей транспорт министрĕ Максим Соколов та хăйĕн доклатĕнче транспорт ыйтăвĕ çине тимлĕх уйăрнă. Çĕр-шыври тĕрлĕ таварсене туртарасси ыйтупа шăпах транспорт пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. Азиат-Лăпкă океан регионĕнчи çĕр-шывсенче транспорт çул-йĕрĕн  проекчĕсене пурнăçа кĕртни Раççейшĕн те аван пулнине асăннă. Чăваш Республикин территорийĕсем урлă  М-7 «Атăл» автомашина çулĕ иртсе каять. Кунне çак çулсемпе 45 пине яхăн автомашина çӳрет. Çак асăннă лаптăкри çулра 20 кĕпер пур. Кукеçри район центрне çавăрса иртмелли çула юсав ĕçĕсем йĕркелесе ирттересси те кун йĕркинчех. Канашлу вĕçленнĕ хыççăн, журналистсен ыйтăвĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хуравланă май, çакăн пек пысăк канашлăва йĕркелесе ирттерни пуриншĕн те витĕмлĕ пулнине каланă. Канашлăва Раççей транспорт министрĕпе Максим Соколов тата  Атăлçи федераллă округпа Раççей Президенчĕн полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич хутшăнни пысăк пулăшу пулнине асăннă.   «Кунта пуçтарăннă регионсен пуçлăхĕсем хăйсем патĕнче йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене хускатма пултарчĕç. Ыйтусем çине вăхăтрах хуравне те илчĕç. Йышăнусем туса хăварнă тăрăх, тватă çул хушшинче  М-7 «Атăл» çулĕн йывăрлăх кăларса тăратакан лаптăксене пĕтĕмпех реконструкци ĕçĕсене йĕркелесе ирттермелле», - тесе палăртса хăварнă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

 Тĕплĕнрех



14 июля 2014
08:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter